Семинар та, конкурс та
Нумаях пулмасть Хырхĕрринчи фельдшерпа акушер пунктĕнче фельдшерсен районти семинарĕ пулса иртрĕ. Малтанах унта пухăннисем кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç. Ăна Е.А.Михайлова заведующи лайăх йĕркелесе пынине палăртрĕç. Семинар ĕçне район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.С.Тимергалеева лайăх йĕркелесе ертсе пычĕ. Район педиатрĕ М.С.Кокорева çулталăка çитмен ачасене еплерех пăхмалли çинчен тухса калаçрĕ. А.С.Тихонова педиатр ачасен пневмони чирĕ çинче чарăнса тăчĕ. Н.М.Минетуллина фтизиатр туберкулез чирĕпе кĕрешесси пирки каларĕ. Семинарăн иккĕмĕш пайĕн-че фельдшерсен конкурсĕ иртрĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ тупăшрĕç. Медицинăпа çыхăннă ыйтусем çине те хуравларĕç, практика ĕçĕсем турĕç, юрă-ташăра тупăшрĕç, апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Тукайри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ В.Н.Матросова чи пултарулли пулчĕ. Хирти Мăнтăрти О.В.Афанасьевăпа Хырай Ĕнелĕнчи С.Н.Волкова ик-кĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç, хаклă парнесем илме пултарчĕç. .
"Каçал Ен"