Комсомольский муниципальный округ

Акатуй куне- çĕнĕ 6 çемье

Районти "Акатуй" уявĕнче халăх ĕçре хастар пулнăшăн парнесене тивĕçрĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ, спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен вăй-халне тĕрĕслерĕ. Çак кун пĕр-пĕрне юратса çемье чăмăртакансем те пулчĕç. 6 мăшăр савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ çемье тунине паллă турĕ. Чи малтанах Комсомольски ялĕнчи Сергей Смирновпа Алсу Алимова ЗАГС уйрăмĕнче мăшăрланăвне регистрацилерĕç. Вĕсем тĕрлĕ тĕне тытса пыраççĕ пулин те, çакă пĕрре те чăрмантармарĕ. Чи пахи- пĕр-пĕрне савни, хисеплени, пурнăçăн анлă çулĕ тăрăх юнашар утма килĕшни. Районта тата 4 мăшăр туй-çуйра çĕнĕ çемье çуралнине уявланă. Енчен те вĕсем хăйсен мăшăрне Каçал тăрăхĕнче çеç тупнă пулсан, теприн хăйĕн пулас мăшăрĕшĕн Çĕмĕрле районнех çитме тивнĕ. Çамрăксене пурнăçра ăнăçу та телей сунатпăр.


"Каçал Ен"
23 июня 2005
00:00
Поделиться