Комсомольский муниципальный округ

"ЭРГЫРОН" КОНЦЕРЧĔ ПУРНЕ ТЕ КИЛĔШРĔ

Ют халăх культурипе паллашма яланах интереслĕ. Çавăнпах пуль районти культура çуртне Чукотка патшалăх "Эргырон" ансамблĕн концертне курма халăх йышлă пухăнчĕ. Ку ансамбль района пуçласа килчĕ пулин те, Чăваш Енре пĕрремĕш хут çеç мар. Вĕсем Шупашкарта "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале çулсеренех хутшăнаççĕ. Куракансем артистсене питĕ ăшшăн йышăнчĕç, юрă е ташă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç, чечексем парнелерĕç. Кĕвви-çемми, музыка инструменчĕсем пирĕнни пек мар, чĕлхи ют пулин те, çакă залра ларакансемшĕн чăрмав пулмарĕ темелле. Артистсем хăйсен юрри-ташшинче çурçĕрте пурăнакан халăхăн пурнăçне, йăли-йĕркине сăнласа пачĕç. Чукчăсемпе эскимоссем тинĕс пулли тытса, мамăк тирлĕ тата тинĕсри чĕрчунсем çине сунара çỹренипе пурăннăран, сцена çинчи пултарулăхĕ те çав ỹкерчĕксенчен тăрать. Тимлĕ итлесен, кĕввисенче тинĕс хумĕсен шавне, кайăк-кĕшĕк, тискер чĕрчунсен сассисене уйăрма пулать. "Эргырон" (чăвашла- шуçăм) артисчĕсен сцена çинчи тумĕ илемлĕ, хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Сивĕ климатра пурăннăран ăшă тытма вĕсен тумтирне ытларах чухне пăлан тирĕнчен çĕлеççĕ, мамăк тирпе (мех) усă кураççĕ иккен. Анекдотсенче чукчăсенчен яланах кулаççĕ пулин те, "Эргырон" артисчĕсенчен кулас шухăш никам пуçĕнче те пулмарĕ. Тĕттĕм ỹтлĕрех хура куçлă чукчă, эскимос хĕрĕсем питĕ илемлĕ, вăрăм çивĕтлĕ, яштака, каччисем патвар та пиçĕ кĕлеткеллĕ, питĕ вăр-вар. Вĕсене кăра та сивĕ климат, сунарçă пурнăçĕ çапла тунă ĕнтĕ. Артистсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков интереслĕ те пуян репертуарлă концертшăн тав турĕ. "Кооператор" производство комбиначĕ кăларнă, "Эргырона" парнеленĕ тутлă тата минераллă шывсем, сăра ташласа пиçĕхнĕ, юрласа ăшĕсем хыпнă хыççăн артистсемшĕн чухах пулчĕç. Куракансемпе асăнмалăх сăн ỹкерттерме те хирĕç пулмарĕç сцена ăстисем.


"Каçал Ен"
23 июня 2005
00:00
Поделиться