"УРОЖАЙ" ОБЩЕСТВО КУБОКĔ- РАЙОНТА
Чăваш Республикин "Урожай" физкультурăпа спорт обществи агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсене ытларах спорта явăçтарас тĕллевпе 2004-2005 çулсенче спартакиада ирттересси пирки йышăну тунăччĕ. Унăн программинче волейбол, мини-футбол, шашка вăййисем, сĕтел çинчи теннис, йĕлтĕрпе чупасси тата çăмăл атлетика пулнă. Пурĕ ултă енлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттерессине палăртнă. Вĕсем малтан ял хуçалăх предприятийĕсенче, унтан зонăсенче иртмелле. Çĕнтерỹçĕсем вара финалти ăмăртусене хутшăнмалла. Пирĕн районти агропромышленноçра ĕçлекенсен чысне спартакиадăра "Слава картофелю" агрофирмăн туслă команди хỹтĕлерĕ. Зонăсенче мала тухнă волейбол командисем Вăрмарта тупăшрĕç. Кунта пирĕн спортсменсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Зонăри ăмăртусем Комсомольскинче иртнĕччĕ. Мини-футбол финалĕ Çĕнĕ Шупашкарта иртрĕ. Кунта зонăра пĕрремĕш вырăн йышăннă пирĕн команда иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Шашка вăййине юратакансем Канаш хулинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Командăра- пĕр хĕрарăм, икĕ арçын. Пирĕн шашистсене кунта йывăртарах килчĕ- улттăмĕш вырăн çеç йышăнма пултарчĕç. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ Вăрнарта иртрĕ. Район командин (4 арçын, 4 хĕрарăм) кăтартăвĕ- иккĕмĕш вырăн. Спартакиада программине кĕртнĕ сĕтел çинчи теннис вăййисем Комсомоль-скинче иртрĕç пулсан та (командăра иккĕн- хĕрарăм, арçын) пирĕн теннисистсен пиллĕкмĕш вырăнпа çеç çырлахмалла пулчĕ. Июнĕн 16-мĕшĕнче вара Кỹкеç поселокĕнчи спартакиадăра çăмăл атлетсем тупăшрĕç. Пирĕн Алексей Александров 3 пин метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Фаина Александрова 1500 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. 4х400 метрлă эстафетăра пирĕн команда(вĕсем çỹлерех асăннă Александровсем тата Юрий Никитинпа Оксана Ласточкина) финишра иккĕмĕш вăхăт кăтартрĕ. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен çакăн пек спартакиадине "Урожай" физкультурăпа спорт обществи пĕрремĕш хут ирттерет. Апла пулин те, "Слава картофелю" агрофирмăн команди ултă енлĕ спорт ăмăртăвĕсенче çухалса каймарĕ. Зонăсенчи ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнса финалти стартсенче, вăйăсенче начар мар кăтартусем турĕ. Судьясем спартакиадăна пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Слава картофелю" агрофирмăн спортсменĕсем республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннине, кубок çĕнсе илнине палăртрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем- Шупашкар тата Муркаш районĕсен. Спортсменсене кашни ăмăртурах аграри партийĕн районти уйрăмĕ пулăшу парса пычĕ, хавхалантарса çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ тума пулăшрĕ. Спартакиада çĕнтерỹçисене ăшшăн саламлатпăр, малашне те спорт ăмăртăвĕсенче старта çĕнтерỹ шанчăкĕпе кăна тухма ăнăçу сунатпăр.
"Каçал Ен"