Пахалăхшăн ытларах тăрăшмалла
Пирĕн районти "Восток" хуçалăхра дояркăсен тата техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕсем иртни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çĕнтерỹçĕсене чыслама Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев та килнĕччĕ. Республикăри ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăру тата малашнехи тĕллевсем, çĕнĕлĕхсем пирки унпа сăмах пуçартăм. - Çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Михаил Васильевич, кăçалхи çур-аки ĕçĕсене мĕнле хак паратăр?
- Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, вĕсем лайăх иртсе кайрĕç. "Чăхсене кĕркунне шутлаççĕ" теççĕ, хресчен те тырă-пулă кĕлете кĕмесĕр хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетмест. Çанталăк çĕр ĕçченĕ майлă ĕçлет темелле: çумăрĕ те çăвать, ăшши те пур, кăштах сивĕтсе илни сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешме майсем парать.
- Хальхи вăхăтра халăх хушшинче те, политиксенчен те колхоз-кооперативсен пуласлăхĕ çинчен тĕрлĕ шухăш илтме пулать. Пĕрисем пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем пĕтеççĕ теççĕ. Теприсем çĕршыва фермерсем, тĕрлĕ агрохолдингсем хăйсем туса илнĕ продукципе тивĕçтерĕç, тăрантарĕç теççĕ. Каласамăрччĕ, Михаил Васильевич, эсир çакăн çине мĕнле пăхатăр тата çак енĕпе патшалăхăн позицийĕ еплерех?
- Фермер хуçалăхĕ, колхоз-кооператив е урăх формăллă пĕрлешỹ-и, Чăваш Ен правительствишĕн пурпĕрех, вĕсем ял хуçалăх продукцине нумай туса илччĕр, тупăшлă ĕçлеччĕр çеç. Пирĕн пĕрремĕш те тĕп тĕллев- вĕсене ĕçлемешкĕн условисем туса парасси. Лайăх ĕçлекенсене патшалăх пулăшать. Эпир çакна пĕр хутчен çеç мар каланă, калатпăр та: пĕчĕк хуçалăхсен коопераци шучĕ-пе пĕрлешсе ĕçлемелле, мĕншĕн тесен 200-300 гектар çĕрпе кăна усă куракансен çаврăнăшĕ те сахалрах. Туса илнĕ продукци пахалăхлă пулсан та, хăйсен оборочĕпе çеç рынокра конкурентлă пулма вĕсене питĕ йывăр. Продукци нумай сутсан, паянхи кун технологине тивĕçтерекен техника туянма, ăна ĕçе кĕртме те пулать-çке.
-Техника паркĕ çулсерен кивелсе пырать, анчах çĕннине туянма нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавăнпа хуçалăхсен кредит илме е лизинг меслечĕпе усă курма тивет. Лизинг илмелли условисем кăçал улшăннă. Çĕр ĕçченĕшĕн мĕн чухлĕ те пулин çăмăллăх илсе килчĕç-и çав улшăнусем?
-Лизингпа техника туянмалли условисем лайăх енне кăна улшăнчĕç. Маларах çав техникăшăн укçине 5 çулта парса татмаллаччĕ, халь вара çак вăхăта 7 çула тăснă. Лизинг меслечĕпе çĕнĕ техникăллă пулас текенсем республикăра йышлăн. Кăçал çак тĕллевпе правительство 176 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан, ăна паянхи куна илсе пĕтернĕ. Техники ĕçлеме кĕрсе кайрĕ ĕнтĕ. Вырма ĕçĕсем ирттерме комбайнсем кỹрсе килнĕ. Паянхи кун эпир хамăр ума кашни хуçалăха çĕнĕ техникăпа тивĕçтерме тĕллев лартмастпăр. МТСсем туса çитĕнтернĕ тĕштырра, ытти ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртесси - çак тĕллев тĕп вырăнта.
- Кăçал ЧР Президенчĕ ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтересси çинчен Указ кăларчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, хальхи вăхăтра кандидатсене суйласа илме конкурс ирттереççĕ. Конкурсантсен ĕçĕсене мĕнле хак паратăр, Михаил Васильевич?
-Паянхи куна асăннă конкурса тĕрлĕ районсенчен 51 бизнес-проект тăратнă, çитменлĕхсене пĕтерме пĕрне каялла тавăрса панă. Хăшĕ-пĕрисем документсем туса паратпăр та укçа илетпĕр тесе шутлаççĕ пуль. Камăн пĕлĕвĕ тивĕçлĕ шайра, хăшĕ йĕркеллĕ ĕçлесе кăтартнă, таврара авторитечĕ пур, çавсем çеç бюджетран уйăракан 1_1,5 миллион тенкĕне илме пултараççĕ. Кандидатсен правительство комиссийĕ умĕн-че экзамен тытмалла. Сирĕн районтан та конкурса хутшăнакансем пур, хальлĕхе хушамачĕсене каламăп. Экзамен витĕр тухса çав укçана илесси пĕтĕмпех хăйсен пултарулăхĕнчен килет. Вĕсем правительство "али" витĕр тухаймасан вара вăйсăр хуçалăхсене ертсе пыма ют районсенчен килме пултараççĕ. Кăçал çуркунне Н.Федоров президент сирĕн патра пулнă чухне çапла каланăччĕ: "Комсомольски район çыннисем маттур, пултаруллă. Вĕсен мăнаçлăхĕ ют район çыннисене кунта хуçаланма ирĕк памасса шанса тăратăп". Эпĕ те çаплах шутлатăп, эсир тăрăшуллă, ĕçчен, сирĕн хăвăрăн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла, ĕçлеме вĕрентмелле.