Çул çинчи хăрушсăрлăх çивĕч ыйту
Паян районти ГИБДД уйрăмĕнче çичĕ сотрудник вăй хурать. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн постра. Çул çинче çирĕп йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ. ГИБДД уйрăмĕн ĕçне А.А.Салицев йĕркелесе пырать. Кунта вăл 1999 çултанпа вăй хурать. Водительсем, хуçалăхсен руководителĕсем унăн ĕçĕпе кăмăллă. Ытти сотрудниксем: Н.Райков- лейтенант, унăн ĕçĕ административлă практикăпа çыхăннă, начальник заместителĕ. С.Абржин, М.Иванов, В.Оленев, М.Егоров- çул çинчи патрульпе пост инспекторĕсем. В.Кондратьев вара пропаганда енĕпе ĕçлекен инспектор, район хаçачĕпе тачă çыхăну тытать. Пурте вĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ, чысне çỹлте тытаççĕ. Çулсерен ноябрĕн 10-мĕшĕнче Милици кунне паллă тăватпăр пулсан, ГИБДД сотрудникĕсен те профессиллĕ уявĕ пур. Апла пулсан кĕскен историе аса илер-ха. 1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче СССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ Патшалăх автоинспекцийĕ çинчен калакан постановлени йышăннă, инспекцие йĕркелемелли Положение çирĕплетнĕ. Çак куна чăннипех те çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес енĕпе вăй хуракансен (ГИБДД тетпĕр паян) кунĕ тесех каламалла. Шутласа пăхăр: Чăваш Республики урлă 314 километр Федераци шайĕнчи çулсем иртеççĕ, 2500 километр- районсем, ялсем хушшинчи çулсем. Пурĕ 200 пин ытла транспорт хатĕрĕ çав çулсем тăрăх чупать. 1937 çулта республикипе те автоинспекцисенче 9 сотрудник анчах ĕçленĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вара 30 районта та 7 сотрудник çеç тăрăшнă е 4-5 района пĕр сотрудник лекнĕ. Ун чухне Шупашкар хулин тĕп автоинспекторĕ Ф.И.Виноградов пулнă. Вăлах техника хатĕрĕсене тех-осмотр ирттернĕ. Çулсем çинчи знаксене лартасси те унăн тивĕçĕнче пулнă. 1960 çулта Шупашкарта пĕрремĕш светофор лартнă. паян вара республика территорийĕнчи çулсем çинче 800 ытла светофор ĕçлет, 4500 çул знакĕ лартнă. ГИБДДн тĕп тĕллевĕ- транспорт хатĕрĕ çул çине тухсан киле инкек-синкексĕр таврăнтăр, çын ан амантăр, пурнăçĕ вăхăтсăр ан татăлтăр тесе тăрăшасси.
"Каçал Ен"