Черетлĕ ларура
Çак кунсенче район ад- министрацийĕ çумĕнчи санитари, эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне комисси председателĕ Г.М.Киргизов йĕркелесе ертсе пычĕ. Малтанах санэпиднадзор центрĕн районти филиалĕн специалисчĕ О.П. Кузьмина тухса калаçрĕ. Александровка, Хирти Сĕнтĕр, Хырхĕрри ял администрацийĕсенче тĕрлĕ çỹп-çаппа каяшсене тирпейлесси еплерех пулса пыни пирки чарăнса тăчĕ. Ку тĕлĕшпе ял администраци-йĕсен пуçлăхĕсем çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. Шел пулин те, хальлĕхе çỹп-çап тăкакан вырăнсем санитари ыйтăвĕсемпе килĕшсе тăмаççĕ. Виçĕ ял администрацийĕн территорийĕсенче те çỹп-çап тăкакан вырăна карта тытман, çĕр купаласа çавăрман, йывăçсемпе тĕмсем лартман. Кайнлăк, Аслă Çĕрпỹел, Эльпуç ял администрацийĕсен территорийĕсенче те çакăн пек çитменлĕхсемех пур. Урмаел ял администрацийĕн территорийĕнче çỹп-çап тăкакан вырăна выльăх пуснă хыççăн юлнă каяшсене те пăрахнă тĕслĕхсем пулнă. Ларура Хырхĕрри, Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Н.Воробьев, Г.Е.Ефремов, Александровка ял администрацийĕн специалисчĕ В.В.Микенина тухса калаçрĕç. Асăннă çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме пулчĕç. Çавăн пекех ларура районти ветстанци начальникĕ Р.М.Велимухаметов, çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен районти комитетăн тĕп специалисчĕ Т.В.Кириллова тухса калаçрĕç. Юлашкинчен ларăва хутшăннисем тивĕçлĕ решени йышăнчĕç.
"Каçал Ен"