Вут-кăвартан сыхланма çăмăлрах
Пушартан хăрушши нимĕн те çук. Этемлĕх пушарсенче мĕн чухлĕ çухату тунине шутласа та кăлараймăн. Çулсерен нумай çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, пурлăх çунса кĕлленет. Акă, кăçал кăна Чăваш Республикипе илсен 775 хутчен "хĕрлĕ автан" ташларĕ, 14 миллион тенкĕлĕх пурлăх çунса кайрĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 758 хутчен вут-çулăм алхаснăччĕ, пушарсем 10,5 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕре, ытти пурлăха тĕп тунă. Кăçалхи пушарсенче 64 çын(пĕлтĕр 78) пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вăл шутран 4 ача(пĕлтĕр 7) вут-çулăмра çунса кайнă. Техника хатĕрĕсенчен 16-не пушар пысăк сиен туса хăварнă. Ку енĕпе пирĕн районта та лару-тăру чаплах мар. Çак вăхăт тĕлне 14 пушар (пĕлтĕр 18) пулчĕ, çур миллиона яхăн тенкĕлĕх пурлăх çунса кайрĕ. Вут-çулăм ялкăшнă тĕслĕхсем пурте уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пулчĕç. Электрооборудованипе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснипе 5 хутчен пушар тухрĕ. Тăватă пушарăн сăлтавĕ _ юсавсăр кăмака. Вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе тата ачасем шăрпăкпа вылянипе икшер хутчен вут-çулăм алхасрĕ. Комсомольски ял администрацийĕн территорийĕн-чи ялсенче пушар хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк. Кунта кăçал 6 пушар №виççĕшĕ район центрĕнче№ пулчĕ. Тата 8 ял администрацийĕн территорийĕсенче пĕрер хутчен вут-çулăм ялкăшрĕ. Дачăсенче пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетесси пирки те каласа хăвармалла. Вĕсем çунса кайнă тĕслĕхсене №республикипе№ тишкерсен, çакă палăрать: пушар сăлтавĕ _ юсавсăр электропроводка. Дачăсен хуçисем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем çинчен пачах манаççĕ. Вут-кăварпа асăрханусăр пулни те çурт çунса каясси патне илсе пырать. Дачăсен сезонĕ пуçлансан электрохуçалăха тĕрĕслесе тухмалла. Изоляци пăсăлман-и, электропроводсене çыхăнтарнă вырăнсем шанчăклă-и тата ытти те. Дачăран тухса кайнă чух счетчик çинчи пробкăсене кăларса хăвармалла. Пушартан сыхланма ăна сỹнтерессинчен çăмăлрах. Çакна нихăçан та ан манăр.
"Каçал Ен"