Ентеше халалласа
Июнĕн 25-мĕшĕнче Гурий Чаржов поэт 65 çул тултарчĕ. Вăл пирĕн районти Йăлмахвара çуралса ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем хайланă. Кайран тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, творчествăра ỹсĕмсем тунă. Сăвă хыççăн сăвă çырнă, сборниксем кăларнă. Гурий Гурьевич- СССР Писательсен союзĕн членĕ. Çак кунсенче районти тĕслĕх библиотекăри вулав залĕнче поэт юбилейĕ ячĕпе литература каçĕ пулса иртрĕ. Малтанах унта Антонина Волкова тĕп библиограф пирĕн тăрăхра çуралса ỹснĕ поэтсемпе писательсем çинчен каласа пачĕ, вĕсен произведенийĕсемпе паллаштарчĕ. Комплектовани пайĕн тĕп специалисчĕ Мария Мокеева тата пай заведующийĕ Валентина Боровкова çак мероприятин программине лайăх йĕркелесе ертсе пычĕç. Пухăннисене поэтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен интереслĕ каласа пачĕç. Л.Карсакова, А.Волкова, Л.Шорникова, А.Кокшина тата ыттисем те Гурий Чаржов тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсене лайăх вуларĕç. Пирĕн ентешĕмĕр сăввисем тăрăх композиторсем юрăсем кĕвĕленĕ. Акă "Савни, савниçĕм, сан пĕлесчĕ" юрра Л.Носовăпа А.Кокшина чун-чĕрене хускатмалла шăрантарчĕç. Комсомольскинче çуралса ỹснĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор- К.Ченакин Гурий Чаржовăн "Мана хуса ямăр-ши?" сăвви тăрăх темиçе çул каяллах юрă кĕвĕленĕ. Вăл питĕ илемлĕ янăрать. Çак юрă "Ритмы Чувашии" фестивальте малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. "Пирĕн тăрăхра пултаруллă творчество çыннисем хушăнсах пынишĕн савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр",- терĕç литература каçне хутшăннисем.
"Каçал Ен"