Çĕрулми тухăçлă çитĕнĕ
"Слава картофелю" агрофирма" ООО çулсеренех "Хир кунĕ" ирттерет. Кăçалхи çак семинара ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, республикăри ял хуçалăхĕпе çыхăннă ытти специалистсем хутшăнчĕç. Чи малтанах семинара хутшăнакансем "Слава картофелю" агрофирма" ООО хирĕсене çитсе курчĕç. Ку хуçалăх 5 çул çĕрулми туса илес енĕпе тăрăшать. Хăйĕн ĕçĕнче вăл паянхи кунхи çĕнĕ технологипе усă курать. Малтанхи çул вăл "иккĕмĕш çăкăра" 35 гектар çинче çеç лартса ỹстернĕ пулсан, халĕ унăн лаптăкĕ 350 гектара çитнĕ. Ир пулакан çĕрулмине агрофирма килограмне 12_15 тенкĕпе сутать. Çакă хуçалăха нумай тупăш кỹрет. Çĕрулми паянхи кун тупăшлă культура пулнине ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев та палăртнă. Унпа пĕлсе ĕçлеме вĕренсе пымалла. Г.Ф.Волков та, "Слава картофелю" агрофирма" ООО генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин та çакнах палăртрĕç. Асăннă хуçалăх "Колнаг" ЗАО №Коломна хули№ фирмăпа килĕштерсе ĕçлет. Унтан паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен, çĕр ĕçне пахалăхлă тăвакан техника туянать. "Немецкая Аграрная группа" ООО представителĕсемпе те килĕштерсе ĕçлет. Семинара хутшăнакансем "романо", "Жуковский ранний", "импала", "тимо", "розара" тата ытти сортлă çĕрулми уйĕсенче çак культура мĕнле çитĕннипе кăмăлтан паллашнă. Авăрсем парка, халех пысăк тухăç илес шанчăк пур. Сахалтан та вăл хирсенчен кашни гектар пуçне 200_250 центнер е ытларах та тухăç илме май пур, палăртрĕç пуçтарăннисем. Кунтах хуçалăхăн çĕнĕ техники мĕнле ĕçленипе те паллашма май пулчĕ. Семинарăн иккĕмĕш пайĕн-че çĕрулми ỹстерекенсем район администрацийĕн ларусем ирт-термелли залĕнче канашлăва пуçтарăнчĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев ертсе пыракан ушкăн (республикăри районсенчи ял хуçалăх управленийĕ-сен начальникĕсем) пирĕн районти "Слава" ял хуçалăх кооперативĕнчи хирсемпе, унти техникăпа паллашрĕç. Кунта вырмана 100 проценчĕпех хатĕрленсе çитнĕ. Хуçалăхăн "Дон-1500" икĕ комбайнĕ уй-хир культурисене пуçтарса илнĕ çĕре хутшăнĕ. Пĕрне кăçал туяннă. "Слава" хуçалăх сахăр кăшманĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Унран çулсеренех тупăш илет. Кăçал та тымарçимĕç аван çитĕнет, хир таса, çумкурăксăр. Семинар ĕçне Белоруссири çĕрулми туса илес енĕпе ĕçлекен тĕпчев институчĕн директорĕ те хутшăнчĕ. Пирĕн районти хирсене питĕ лайăх хак пачĕ. Апла пулсан, районта çĕрулми кăçал пысăк тухăçпа савăнтарасса, тупăш парасса шанма пулать.
"Каçал Ен"