Комсомольский муниципальный округ

Лару-тăру йывăрланса пырать

 Юлашки вăхăтра эпир, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес тесе чылай енлĕ ĕç тăватпăр пулсан та, автоаварисен шучĕ ỹссех пырать. Кăçалхи пилĕк уйăхра кăна район территорийĕнчи çулсем çинче 11 инкек пулчĕ. Аварире çын вилни чи пысăк хуйхă. Çак тапхăрта тăватă çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 11-шĕ йывăр аманса чылай вăхăт больницăра сипленчĕ. Цифрăсем пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен чылай пысăк. 2004 çулта 8 автоавари пулнăччĕ, пĕр çын та вилменччĕ, 12 çын аманнăччĕ. Район хаçатĕнче транспорт хатĕрĕсем хире-хирĕç пырса çапăннипе уйрăмах йывăр инкексем пулни çинчен миçе хутчен çырни пирки сăмах та калас килмест. Кăçалхи 11 автоаварирен 7-шĕн сăлтавĕ- хирĕç килекен транспорт хатĕрĕн çулĕ çине тухса кайни. Икĕ аварийĕ автотранспорт тỹнсе кайнипе çыхăннă. Аварисем ирхине 6-9, каçхине 18-21 сехетсенче ытларах пулаççĕ. Кунсене илсен вара юнкун нумай (4 авари) пулнă. Тишкерни çакна та кăтартса парать: çул çинчи инкексен шучĕ уйрăмах январь, март уйăхĕсенче ỹсет. Пирĕн сотрудниксем тăтăшах çул çинче. Хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа çирĕп йĕрке тума тăрăшаççĕ. Акă, кăçалхи пилĕк уйăхра кăна вĕсем çул çинче çỹремелли правилăсене 636 хутчен сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕх тупса палăртнă, 84 водителе руль умне ỹсĕрпе ларса тухнăшăн тытса чарнă. Çакă водительсем хушшинчи дисциплина япăххине çирĕплетет. Должноçри çынсем те вĕсенчен çирĕп ыйтмаççĕ. Çавăншăн районти автопредприятисенчи тĕрлĕ шайри 14 руководителе административлă майпа айăпласа явап тыттарма тиврĕ.


"Каçал Ен"
13 июля 2005
00:00
Поделиться