Маттур, афганецсем
Афган вăрçин Раççейри союзĕн районти уйрăмĕ тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăнать. Акă, нумаях пулмасть çамрăксене ытларах спорта явăçтарас, патриотла воспитани парас тĕллевпе шывра ишес енĕпе республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем ирттерчĕ. Çак ăмăртусене вăрçăра вилнĕ афганецсене халалласа чĕртнĕ сад-палăка 14 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ. Садра 111 панулми йывăççи. Пурте вĕсем лайăх чĕрĕлнĕ. Афганецсем малтанах пуç хунă салтаксене асăнса палăк патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Афганецсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, районти çар комиссарĕ С.Г.Кузьмин подполковник ăмăртусем уçăлнă ятпа саламларĕç, пурте палăк умĕнче пĕр минут шăп тăчĕç. Ăмăртусем Александровка ял администрацийĕн территорийĕнче кỹлĕре иртрĕç. Командăсенче виçшер çын пулчĕ. Малтанах 50 метра ирĕклĕ майпа ишрĕç. Канаш хулинчен килнĕ Ю.Львов дистанцие 35 çеккунтра ишсе тухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Командăсем хушшинче Шупашкар спортсменĕсем мала тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна пирĕн районти воин-афганецсен уйрăмĕн команди тухма пултарчĕ. Спорт ăмăртăвĕсем питĕ интереслĕ иртрĕç. Мала тухнисене хаклă парнесемпе, призсемпе чысларĕç. Унтан лапталла вылярĕç, кăвайт умĕнче пулни-иртнине аса илчĕç, Афганистанра юрланă, çак вăрçа аса илсе çырнă юрăсем янăрарĕç.
"Каçал Ен"