Комсомольский муниципальный округ

Сирĕн халăх питĕ тараватлă, ăш пиллĕ

Кĕрлесе те шавласа, асра юлмалли нумай са- мантпа палăрса Республика кунĕ иртсе кайрĕ. Çав кунсенче Чăваш Ене тĕрлĕ регионсенчен, çĕршывсенчен хăнасем йышлăн килчĕç, мĕнле кăна мероприяти пулмарĕ пулĕ? Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче, Вăрнар районĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсен тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕсен юрри-ташшипе, культурипе паллашма май пулчĕ. Уяв умĕнхи кунсенче Чукотка автономи округĕнчи "Эргырон" патшалăх юрăпа ташă ан- самблĕ Комсомольскинче те концерт кăтартни çинчен эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак ушкăн çин- чен тĕплĕнрех пĕлес тесе ансамбль админис- траторĕпе В.В.Косанкăпа тата артистсемпе калаçрăм.

- Валентина Васильевна, "Эргырон" паян çеç мар йĕркеленни унăн анлă сарăлнă ырă ятĕнчен, артистсен пултарулăхĕнчен те курăнать. Ахальтен мар сире Шупашкара Республика кунне çулсеренех йыхравлаççĕ. Апла Чăваш Енре пурăнакансене сирĕн юррăр-ташшăр килĕшет. Ансамбль кун-çулĕ çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăрччĕ.

- "Эргырон" 1968 çулта, чукча-эскимос халăхĕсен профессиллĕ юрăпа ташă ансамблĕ пек йĕркеленнĕ. 1974 çулта ăна патшалăх ансамблĕ ят панă. 2000 çулта "Эргырона" Чукотка автономи округĕнчи халăхсен культурин эткерлĕхĕн чи паха, хаклă объекчĕ тесе йышăннă. Вăтăр çичĕ çул хушшинче вăл темиçе çĕршывра та гастрольсенче пулнă. Америкăра, Бельгире, Франципе Польшăра, Индире, Канадăра, Кăнтăр Корейăра, Сингапурпа Голландире, Италире, Испанире тата ытти çĕрте ăна яланах юратса кĕтсе илеççĕ. Сцена çинчи пысăк ăсталăхшăн пайтах хисеплĕ ятсем çĕнсе илнĕ: Ленинла комсомол премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри юрăпа ташă ансамблĕсен конкурсĕн, çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕсен, "Ази сасси" тĕнчери конкурсăн, Монтера тата Монтиньяк хулисенче (Франци) иртнĕ фольклор музыкин, Çурçĕрти халăх пултарулăх фестивалĕсен дипломанчĕ. Пирĕн ансамбль чукчасемпе эскимоссен вокал, хореографи искусствин управçи çеç мар, Раççейĕн Çурçĕр-Хĕвелтухăç пайĕнче пурăнакан вак халăхсен- коряксемпе чувансен, ламутсемпе эвенсен, алеутсемпе эвенксен- йăли-йĕркине малалла тăсакан та. "Обряд Вылгыкоранмат", "Праздник кита", "Пробуждение" концерт программисенче, юрă искусствин альбомĕсенче шăпах вĕсем сăнланнă та ĕнтĕ.

- Сирĕн тумсем питĕ хăйне евĕрлĕ, мамăк тирсемпе илемлетнипе пуян, ятуллă курăнаççĕ. Ăнланатăп, кусем- сцена çинчи костюмсем. Куллен тăхăнмаллисем те çавăн пекех хитре-и, тата вĕсен ячĕсене те пĕлес килет.

- Пирĕн сцена çине тухмалли тумсенчен чылайăшне пă-лан тирĕнчен çĕленĕ, мамăк тирсемпе çавăрса илемлетнĕ. Вĕсем кухлянка ятлă. Чукоткăра кăра çанталăк, халăх, тĕпрен илсен, тинĕсри чĕрчунсем, тискер ка-йăксем çине сунара çỹренипе тăранса пурăнать. Çавăнпа та кун пек ăшă тумтирсĕр унта пурăнма та май çук. Стойбищĕсенче ярангăсенче (тирсенчен тунă çурт темелле пуль) пурăнакансен пĕтĕм тумтирĕ, выртса тăмаллисем пăлан, ытти тискер кайăксен тирĕсенчен хатĕрленĕскерсем. Унсăр пуçне, концертсенче пирĕн хĕрсем шурă, ачаш материалран çĕленĕ кĕпесем тăхăнаççĕ. Вĕсем вара камлейка ятлă. Ташă ушкăнĕнчи чукча каччи Валера вара хаваспах музыка инструменчĕсем çинчен каласа пачĕ.

- Валера, концерт вăхăтĕнче çаврака питлĕх евĕрлĕ инструмент сирĕн аллăртан каймарĕ. Ăна мĕнрен тунă тата мĕн ятлă-ши вăл?

- Вăл- чукча халăх инструменчĕ ярар. Ăна пăлан тирĕнчен тунă. Тутапа вĕрсе каламалли инструментăн ячĕ те çавăн евĕрлĕрех янрать, вăл ван-ярар ятлă. Эскимоссен тата саек ятлă кĕвĕ хатĕрĕ пур. Паллах, гастрольсене кайнă чух вĕсене пурне те пĕрле илсе çỹреме май çук.

- Эсир Чăваш Енре пĕрремĕш хут çеç мар. Кунти халăх, пирĕн культура килĕшет-и сире? Малашне те килес кăмăлсем пур-и?- ыйтрăм артистсенчен. Валера та, ансамбль ар-тисткисем те татах килме хапăл пулнине палăртрĕç.

- Сирĕн халăх питĕ тараватлă, ăш пиллĕ, кирек кама та çывăх тăванĕ пек кĕтсе илет. Кашни халăх культури хăйне евĕрлĕ пуян та интереслĕ, кашнинченех мĕн те пулин вĕренмелли пур, - терĕç.



"Каçал Ен"
13 июля 2005
00:00
Поделиться