Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ
Агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем юлашки вăхăтра пĕр пĕрин ĕç-хĕлĕпе тăтăшах кăсăкланма тытăнчĕç. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсен экономикине аталантарма тата çĕнĕ бизнес-проектсем хатĕрлеме май парать. Сăмахран, нумаях пулмасть район администрацийĕсен ял хуçалăх управленийĕсен ертỹçисемпе тĕп агрономĕсем тулли мар яваплă "Çĕр улмине мухтав" обществăра ĕçлĕ канашлу ирттерчĕç. Кунта пахалăхлă çĕр улми ỹстерес ыйтăва пур енлĕн хак пачĕç, ĕç технологийĕпе паллашрĕç. Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев палăртнă тăрăх, кун пек тĕл пулусем тăтăшах кирлĕ. "Пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылай. Чи кирли- çĕнĕ, малашлăхлă шухăшсем çурални. Чечекре ларакан çĕр улми уйĕсене курсан кашнийĕнех тухăçлă ĕçлес килтĕр. Çавна май район экономики кăна мар, республика хăвачĕ те ỹсĕ",- терĕ вăл. Ĕнер Муркаш районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен агрономĕсем Çĕрпỹ тата Красноармейски районĕсенче пулнă, çĕр улми çĕнĕ сорчĕсемпе тата çимĕçе упрамалли условисемпе паллашнă, хуçалăхсен опытне тишкернĕ.
"Хыпар"