Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ

Çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Ачасем лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ, ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшаççĕ, канаççĕ. Районти шкулсенче вара пикенсех çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче ĕçсем татах та хĕрỹрех пыраççĕ. Кунта хутса ăшăтмалли системăна юсаççĕ, шыв кĕртес енĕпе тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Анат Тимĕрчкасси тата ытти шкулсенче те ку енĕпе ĕçлеççĕ.


"Каçал Ен"
23 июля 2005
00:00
Поделиться