Çул-йĕр ыйтăвĕпе
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта автоçулсем 165,13 километр чухлĕ. Вĕсенчен 94,8 километрĕ республика пĕлтерĕшлĕ, 70,33 километрĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ. 160,92 километр хытарнă çул пур. Вăл çулсем 16 кĕпер урлă каçса каяççĕ. Республикăри инвестици программипе тата "Чăваш Республикинчи 2005 çулхи республика бюджечĕ çинчен" ЧР саккунĕпе пирĕн района 34538,1 пин тенкĕ (2004 çулхинчен 1,8 хут ытларах) укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Унпа çулсене тытса тăмалла, вырăнти çул-йĕре юсамалла, çĕнĕрен тумалла. Чи малтанах укçа-тенкĕ Комсомольски - Тукай автоçулăн 65-990 километрĕнче Хăнтăрла юханшывĕ урлă хывнă кĕпере, Çĕрпỹ- Ульяновск- Хирти Мăрат- Хирти Выçли автоçула юсама каймалла. Июлĕн 19-мĕшĕнче пирĕн района ĕçлĕ визитпа ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.А.Борисов ĕçлĕ визитпа килсе кайнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин автоçулсем тата инженерла сооруженисем енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕпе А.И.Лепилинпа, "Чувашавтодор" ПУП генеральнăй директорĕпе Ш.К.Ибрагимовпа районта çул-йĕр хуçалăхĕнчи тата транспорт ыйтăвĕсемпе калаçнă. Çавăн пекех "Комсомольски-Тукай" маршрутри автоçула тăвас тата реконструкцилес ыйтусене те хускатнă. Ĕçлĕ ушкăн Шурут ялне çитсе курнă. Кунти кĕпере йĕркене кĕртмелле. Хирти Явăшра пулса унта çул-йĕр ыйтăвĕпе паллашнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
"Каçал Ен"