Комсомольский муниципальный округ

ÇУТÇАНТАЛĂК ПАЛĂКĔСЕНЕ ШАНЧĂКЛĂ ХỸТЛĔХ

 Парксемпе садсен çулталăкĕн программине пурнăçласа Комсомольски районĕнчи çутçанталăк территорийĕн хăш-пĕр лаптăкне уйрăмах хỹтĕлемелли çутçанталăк вырăнĕ тесе палăртнă. Район администрацийĕн 2004 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче çирĕплетнĕ хушăвĕпе Хирти Шăхасан ял кỹллине çутçанталăк палăкĕ шутне кĕртсе уйрăмах хỹтĕлемелле тесе йышăннă. Асăннă районта ỹсент-ăтарнпа чĕр чун тĕнчине хỹтлĕх кỹрес тĕлĕшпе лайăх тăрăшаççĕ. Çавна май йывăç лартмалли лаптăксене, кỹлĕ таврашне тирпей-илем кĕртме, дамба тума палăртса хунă. Асанкасси ялĕнчи çăл куçа та тирпей-илем кĕртме, çавна май унта вăл çутçанталăк палăкĕ пулнине çирĕплетекен ятарлă паллăсем вырнаçтарма йышăннă. Вăрмана сыхлас енĕпе те тивĕçлĕ йышăнусем çирĕплетнĕ.


"Хыпар"
27 июля 2005
00:00
Поделиться