Халăхран сĕт
Ял халăхĕ юлашки çулсенче ĕне выльăх нумайрах тытма пуçларĕ. Хăшпĕр çемьесенче вĕсем 3-4 пуç та. Çынсем сĕт сутса çемье бюджетне аванах пуянлатаççĕ. Районти 14 хуçалăхра халăхран сĕт пуçтарассине йĕркеленĕ. Акă, "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕ кăçалхи çур çулта уйрăм çынсенчен 4022 центнер сĕт туяннă. Ку енĕпе "Труд", "Луч", "Урожай" хуçалăхсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Районĕпе вара пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем уйрăм çынсенчен 21932 центнер сĕт туяннă.
"Каçал Ен"