Комсомольский муниципальный округ

Информациллĕ пĕлтерỹ

Июлĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирт-термелли залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта çак ыйтусене пă-хса тухрĕç: 1. Район депутачĕсен Пухăвĕн "Комсомольски районĕн 2005 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата бюджет мĕнле пурнăçланса пыни çинчен. 2. 2005 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă-экономикăллă аталанăвăн пĕтĕмлетĕ-вĕсем. 3. Чăваш Республикин Президенчĕн "Садсемпе парксен çулталăкĕ çинчен" Указне мĕнле пурнăçласа пыни пирки информаци. 4. Комсомольски районĕнчи муниципаллă самоуправлени органĕсен суйлавне палăртасси çинчен. 5. Тĕрлĕрен.

Ларăва район самоуправлени пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ, кашни ыйтупах хăйĕн шухăшĕсене палăртса комментари пачĕ. Пĕрремĕш ыйтупа ЧР Финанс министерствин районти финанс пайĕн заведующийĕ Т.И.Николаева сăмах илчĕ, район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни, укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Доклада сỹтсе явса Раççей налук службин Чăваш Республикин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Е.И.Чернов тухса калаçрĕ. Районти экономика, финанс тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева промышленность предприятийĕсем, суту-илỹ отраслĕ, ял хуçалăхĕ кăçалхи 6 уйăхра мĕнле ĕçлесе пыни пирки чарăнса тăчĕ. Пирĕн район- ял хуçалăх районĕ. Çавăнпа унти кăтартусем район экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакни продукци калăпăшĕ çине витĕм кỹрет. Аш-какай, сĕт туса илес енĕпе районти хуçалăхсем пĕлтĕрхи шая çитеймен. ЧР Президенчĕн "Садсемпе парксен çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçласа пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине халалласа Луцкинче тата Хирти Сĕнтĕрте парксем лартса хăварнă, аллейăсем уçнă. Кунсăр пуçне çырма-çатра çывăхне, çулсем хĕррисене нумай хунав ларт-са хăварнă. Тавралăха ешĕл сăн кĕртес енĕпе районти пиншер çын ĕçленĕ. Кĕркунне çак енĕпе малалла вăй хурĕç. Ĕçсен комплекслă планне çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А.Максимов каласа пачĕ. Кăçал- муниципаллă самоуправлени суйлавĕ. Ун пирки район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Ю.В. Скворцов сăмах илчĕ. Депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Вĕсем паянхи номерте пичетленеççĕ. Çак лару депутатсен кивĕ созывĕн юлашки ларăвĕсенчен пĕри пулчĕ. Депутатсем 4 çулта 33 лару ирттернĕ, унта 190 решени йышăннă. Суйлав тапхăрĕ пуçланчĕ. Кĕçех кандидатсем тăратма, вĕсемшĕн алă пустарма пуçлĕç. 



"Каçал Ен"
30 июля 2005
00:00
Поделиться