Выльăх йышĕ чакать - продукци сахалланать
Кăçалхи çулăн пĕрремĕш çур çулĕ хыçа юлчĕ. Районти хуçалăхсем республика шайĕн-че те выльăх-чĕрлĕх енчен лайăх енĕпе палăрса тăраççĕ пулин те, продуктивлăх чакса пыни курăнать. Çакă чи малтанах выльăх-чĕрлĕх йышĕ сахалланнинчен килет. Çавăн пекех пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен тухăçĕ пĕчĕк пулнипе те çыхăннă. Тырă фуражĕ сахал пулнипех хуçалăхсем сыснасен йышне чылай чакарчĕç. Ку, паллах, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр мар. Сыснасем кĕске вăхăтрах ỹссе çитĕнсе аш-какай параççĕ. Паллах, тăкакĕ те сахал мар. Апла пулин те, ку выльăхсем çинчен пачах та манса каяс марччĕ. Енчен те районта иртнĕ çур çулта 6622 пуç сысна пулнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ 4183 пуç анчах юлнă. 2 пин пуç ытла сахалланнă. "Красный Октябрь", "Культура", "Победа", "Труд" хуçалăхсем сыснасене нумай чакарнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ те 400 пуçа яхăн чакнă. "Красный Октябрь" ял хуçалăх кооперативĕнче 50 пуç, "Победа" хуçалăхра 38 пуç ĕне сахалланнă. Сĕт паянхи кун тупăшлă продукци пулнă май ĕнесен йышне пĕчĕклетнине ăнланса пĕтерме йывăр. Районти хуçалăхсем кăçалхи 6 уйăхра 6217 центнер е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 20 процент сахалрах аш-какай туса илнĕ. 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илес енĕпе "Рассвет" (71,9 центнер), "Искра"(39,0 центнер), "Труд" (35,2 центнер) хуçалăхсем аван ĕçленĕ. Çав вăхăтрах "Дубрава" 7,8 центнер, "Красное Сормово" 5,0 центнер анчах аш-какай туса илнĕ. Сĕт туса илесси те чакнă. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче районĕпе 40482 центнер анчах сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2591 центнер сахалрах. 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илес енĕпе "Рассвет"(299,7 центнер), "Искра"(286,9 центнер), "Асаново" (269,4 центнер) хуçалăхсем аван ĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхăтрах "Красный Октябрь", "Культура", "Победа" хуçалăхсенче сĕт туса илесси 4-5 хут сахалрах. Çу кунĕсем- выльăх-чĕрлĕхрен продукци илмелли чи лайăх тапхăр. Ăшă çанталăк, сĕ-теклĕ апат хăйĕн витĕмне памаллах. Çавăнпа та кашни хуçалăхăнах продукци ытларах илес тесе тăрăшмалла. Сĕт-çу, аш-пăш пулсан, укçа-тенкĕ кĕрет, хуçалăхăн пурлăх никĕс-не çирĕплетме май парать. Хуçалăхсен хĕле хатĕрленес енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле. Выльăх апачĕ хатĕрлемелле, унăн пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрмалла. Витесене дезинфекцилес, юсав ĕçĕсем ирттерес енĕпе те тăрăшмалла. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине тимлĕх уйăрмасăр вăл хăйĕн уссине памĕ.
"Каçал Ен"