Тепĕр офис уçăлчĕ
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн Указĕсемпе постановленийĕсенче те, ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсенче те ялти социаллă-культурăллă пурнăçа лайăхлатас ĕç çине тимлĕх уйăрать. Туса ирттернĕ ĕçсене палăртать, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăрать. Район администрацийĕ те çак енĕпе курăмлă ĕçсем тăвать. Пирĕн районта та база шкулĕсен, тĕслĕх библиотекăсен йышĕ нумайлансах пырать. Çемье врачĕн уйрăмĕсем те уçăлаççĕ. Вĕсене хута янă çĕрте тĕрлĕ организацисем вăй хураççĕ. Акă, июлĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат ялĕн-че районти çемье врачĕн 5-мĕш уйрăмĕ уçăлчĕ. Шалтан та, тултан та ăна пăхма кăмăллă. Хăтлăх кĕртес тесе район администрацийĕ, районти юсавпа строительство участокĕ, "Заря" ял хуçалăх кооперативĕ, уйрăм çынсем тата ытти предприятисем те тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Палăрмаллах улшăнса çĕнелнĕ çурта ял-йыш та чылайăн курма килнĕ. ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Н.В.Суслонова уйрăмри лару-тăрупа кăмăллă пулчĕ. Унта çĕнĕ йышши медицина аппаратури вырнаçтарнă, пỹлĕмсем сипленме килекенсене йышăнма хатĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, Тукай ял администрацийĕн пуçлăхĕ П.А.Муллин, район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова, ял çыннисем çемье врачĕн уйрăмĕ уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Сипленнисĕр пуçне кунтах сывлăха сыхлас енĕпе те тăрăшĕç, çав енĕпе вăй хураççĕ те. Шăл кабинечĕ, физиотерапи, массаж тата чирлĕ çынсене йышăнакан ытти пỹлĕмсем пур. Уйрăмра опытлă медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Уйрăм уçăлнă ятпа ытти ялсенчи, район центрĕнчи медицина ĕçченĕсем çĕнĕмăратсене саламларĕç, парнесем пачĕç. Çĕнĕ уйрăм васкавлă пулăшăвăн çĕнĕ автомашинипе пуянланчĕ. Маларах ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Н.В.Суслонова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков тата район больницин ĕçченĕсем тĕп больницăри çемье врачĕн уйрăмĕнче пулса унти ĕç-хĕлпе паллашнă.
"Каçал Ен"