Хирти Выçлине те газ çитрĕ
Хирти Выçлипе Хирти Мăрат ялĕсем газ кĕртес енĕ-пе чи юлашкине юлчĕç. Çынсем "сенкер çулăма" куç пек кĕтрĕç. Çак кунсенче вара Хирти Выçли ялне те газ çитрĕ. Çуртсенче çутçанталăк панă ырлăх çунма пуçларĕ. Хирти Мăрат ялĕнче те газ кĕртме çуртсене хатĕрлесе çитернĕ, кăмакисене туяннă, пăрăхсемпе çыхăнтарнă. Çитес вăхăтра кунта та "сенкер çулăм" çунма тытăнĕ. Çапла вара районта ялсене газ кĕртесси вĕçленет. Икĕ ял çеç юлнăччĕ-çке.
"Каçал Ен"