Сцена çинче- ялти артистсем
Тăтăшах культура мероприятийĕсем ирттересси- ĕмĕртен пыракан йăла. Кунти артистсем çулталăкра 2-3 хутчен тĕрлĕ пьесăсемпе сцена çине тухаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе ял халăхне савăнтараççĕ. Акă, çак кунсенче ялти çамрăксем Л.Киргизов çырнă "Мухмăр-сухмăр мыскари" 3 пайлă камит лартса пачĕç. Артистсем хăйсен ролĕсене питĕ ĕнентерỹллĕ вылярĕç. Сцена çинче чăн-чăн пурнăç сăнарланчĕ. Оля Григорьева Шупашкарти медицина училищинче вĕренет. Каникул вăхăтĕнче вара вăл ялти çамрăксемпе пĕрле сцена çинче хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене тĕлĕнтерет. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Ăста артиста ял çыннисем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Настя Филиппова, Леня Кольцов, Люда Петрова, Катя Иванова хăйсен ролĕсене уçăмлă кăларчĕç, тăрăшрĕç, куракансене тыткăна илчĕç. Л.Киргизов пьесипе пирĕн ял çамрăкĕсем халиччен ĕçлесе курманччĕ-ха. Тăрăшса хатĕрленни харама каймарĕ, ял çынни кăмăлласа йышăнчĕ камите. Кулăшла, пуян содержаниллĕ вăл, артистсен йышĕ те сахал. Киров поселокĕ пек пĕчĕк ялсенче ăна сцена çине кăларма шăпах вырăнлă. Автор хăйĕн пьесинче ялсенче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем нумайланса пынине чăн пурнăçран илсе кăтартнă. Çавăн пек пьесăсене, камитсене хаçатра пичетлесен те вырăнлă пулмалла. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра спектакльсем лартма çĕнĕ пьесăсем çителĕксĕр. И.Григорьева клуб заведующийĕн тăрăшулăхĕ пирки те каласа хăвармалла. Асăннă камите сцена çине кăларма сахал мар ĕçлерĕ вăл, артистсене хавхалануллă выляма пулăшрĕ. Вăлах декорацие те хăйне евĕр илемлетнĕ. Çамрăк артистсене творчествăра ăнăçу сунатăп. Вĕсем малашне те спектакльсемпе, концертсемпе ял халăхĕн культурăллă канăвне йĕркелеччĕр, куракансене савăнтарччăр.
"Каçал Ен"