Спорт уявĕ çывхарать
Кăçал Физкультурниксен кунне августăн 13-мĕшĕнче уявлатпăр. Çак кун район центрĕнчи стадионра çивĕч ăмăртусем иртмелле. Уяв программи анлă. Кунта çăмăл атлетсем (арçынсемпе арçын ачасем) 100 тата 1000 метрлă дистанцисенче тупăшĕç, тăршшĕне сикессипе хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Хĕрачасемпе хĕрарăмсем 100 тата 800 метрлă дистанцисенче старта тухаççĕ, тăршшĕне сикеççĕ. Волейбол, футбол площадкисенче хĕрỹ кĕрешỹсем пулмалла. Шашка вăййине юратакансем те уяв парнине çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Ăмăртусем ирхине 10 сехетре пуçланаççĕ. Спортсменсене, физкультура коллективĕсен руководителĕсене, спорт ветеранĕсене спорт уявне йыхравлатпăр..
"Каçал Ен"