"Трактор" операции пуçланчĕ
ЧР Ял хуçалăх тата Шалти ĕçсен министерствисем çулсеренех "Трактор" операци- уйăхлăх ирттереççĕ. Кăçал вăл августăн 1-31-мĕшĕсенче пулать. Патшалăх техника надзорĕн специалисчĕсем тата ГИБДД инспекторĕсем ял хуçалăх кооперативĕсенче, предприятисемпе организацисенче пулса курĕç, унти тракторсемпе комбайнсем тата хăй тĕллĕн куçакан ытти техника юсавлăх тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине тĕрĕслĕç. Иртнĕ çулхи çакăн пек операци вăхăтĕнче республикăра 5863 тракторпа прицеп тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 156-шĕпе регистраци тумасăрах ĕçлени-не, 547-шĕ техника тĕрĕслевĕ тухманнине, 188-шĕ регистраци докуменчĕсĕр пулнине тупса палăртнă. 167 техникăпа тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр ĕçленĕ, 98-шĕн ре-гистраци палли пулман. Йĕркене пăсса техникăна ĕçлеттернĕшĕн предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе тракторисчĕсене 418 предписани çырнă, 562 çынна административлă штраф панă, 216 машинăна малалла ĕçлеттерме чарнă. Пирĕн районта та çỹлерех асăннă çитменлĕхсене чылай тупса палăртнă. Хăшĕ-пĕри вара çуркуннехи техосмотр вăхăтĕнче тупса палăртнă кăлтăксене те пĕтермен. Кăçалхи техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенчи тракторсен 82 проценчĕ, ытти предприятисемпе организацисенче 47 проценчĕ çеç техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Уйрăм çынсем тракторсене тĕрĕслеве сахал тăратнă. Вĕсен харпăрлăхĕнчи техникăн 29 проценчĕ çеç техосмотр тухнă. Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче ун пек трактористсене административлă майпа айăплăпăр. Прицепсем те юсавлă пулмалла. "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче тракторсене, комбайн-сене тата хăй тĕллĕн куçакан ытти техникăна çул-йĕр, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пăхăннине, çутçанталăка вараланине, регистраци тата тех-осмотр витĕр тухнине пăхăпăр. Трактористăн хăйĕнпе тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла, техникăн регистраци докуменчĕ, путевка е учет лис-ти, техосмотр тухни çинчен калакан талон, регистраци палли пĕрле çỹремелле. Машинăпа трактор паркĕсенче, çул çинче, уй-хирте пулса унта çỹрекен, ĕçлекен техникăна тĕрĕслетпĕр. Ĕçе, çул çине юсавлă техникăпа çеç тухасчĕ. Кăлтăксене çийĕнчех пĕтермелле. Йĕркене пăснă техника хуçисене, ертỹçĕсене асăрхаттарăпăр, административлă майпа штраф тỹлеттерме пирĕн ирĕк пур. Çавăнпа та кашни механизаторăн хăй ĕçлекен техникăна йĕркеллĕ пăхса тăмалла.
"Каçал Ен"