Комсомольский муниципальный округ

Вырма - 2005. Тулли пучахсем пуçне таяççĕ, тухăç пысăк пуласса шантараççĕ

 Çурла уйăхĕ çитрĕ. Çак тапхăр _ çĕр ĕçченĕшĕн уйрăмах канăçсăр вăхăт. Пиçсе çитнĕ тыр-пула пуçтарса кĕртмелле, выльăхсем валли апат хатĕрлесси те вĕçленмен-ха. Районти уй-хирсенче хĕрỹ ĕççи пырать. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 14 хуçалăхра 400 ытла гектар çинче çулнă, çапса тĕшĕлеме те пуçланă. Августăн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков тата ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Георгий Киргизов "Асаново", "Восток", "Труд" хуçалăхсене çитсе унта вырма тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем епле пынипе паллашрĕç. Эпир çитнĕ çĕре "Труд" кооперативăн пăрçа уйĕнче хĕрỹ ĕç вĕретчĕ. 4 хир карапĕ пăрçа çулатчĕ, çулăнмасăр юлнă лаптăксене вара ял çыннисем çавасемпе тухнă. Чăн-чăн хресчен чунĕ çапла ĕнтĕ вăл, тирпейлĕхе юратать, çитĕнтернĕ пĕр пĕрчĕне те çухатас килмест. "Эпир çулсеренех çапла тăватпăр. Унсăрăн миçе центнер тырă çĕр çине выртса юлать", _ тет хуçалăх ертỹçи Василий Николаев. "Труженик" сортлă пăрçа 34 гектар йышăнать. Хутаççисем вăрăм, вĕсенче 7-8 пĕрчĕрен кая мар. "Тухăç аван пулмалла, 20_22 центнертан кая мар", _ терĕç район пуçлăхĕсем. Комбайнерсем те вĕсен шухăшне çирĕплетрĕç. Ара, вĕсен опычĕ пĕчĕкех мар, пĕлеççех ĕнтĕ. Акă, Владимир Шуряшкин 1979, Алексей Лукин 1988 çултанпа, Владимир Егоров саккăрмĕш сезон вырмана хутшăнаççĕ. Григорьевсем вара кунта çемйипех ĕçлеççĕ. Çемье пуçĕ Александр кĕçĕн ывăлĕпе Эдикпа пĕр экипажра, аслă ывăлĕ Женя вара _ Владимир Егоровăн пулăшаканĕ. Бригадирсен ĕçне çăмăллатас тесе хуçалăх правленийĕ "Минск" мотоциклсем илсе панă. Минзифа Юсуповăпа Геннадий Кузьмин çакăнпа кăмăллă, вĕсем яланах уй-хир ĕçченĕсемпе пĕрле. Аслăчурачăксемпе чĕчкенсем выльăх-чĕрлĕх валли апат ха-тĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне 240 тонна утă, 1800 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. "Восток" ял хуçалăх кооперативĕнче район пуçлăхĕсем мăйракаллă шултра выльăх комплексне çитсе курчĕç. Кунта сăвакан 210 ĕне тытаççĕ, ăратлă выльăх ĕрчетессипе те вăй хураççĕ. Хĕле валли нумай çул ỹсекен курăксенчен 1,5 пин тонна №пĕр траншея№ сенаж хывнă, çак енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Тепĕр икĕ траншейăна та сенажпа тултарас тĕллевлĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Симĕс массăна "Сельхозхими" тракторисчĕ Сергей Краснов тракторпа чышса хăпартать №килĕштерсе ĕçлесси пирки "Востокпа" "Сельхозхими" ятарлă килĕ-шỹ тунă№. 560 тонна типĕ утта сарайсене кĕртсе хунă. "Вырмана паян-ыран тухатпăр, комбайнсем пурте юсавлă",_ терĕ хуçалăх председателĕ Валерий Михеев. "Асаново" кооператива эпир кăнтăр апачĕ тĕлне лекрĕмĕр. Апатланма ĕлкĕрнĕ механизаторсем, уй-хирте, йĕтемре тăрăшакансем столовăй умĕнчи беседкăра çĕнĕ хаçатсемпе паллашатчĕç. Çăкăр-тăвартан аслă пулмаççĕ теççĕ те, Николай Копташкин председатель сĕтел хушшине чĕнсен пирĕн ĕç ушкăнĕ те хирĕç пулмарĕ. Питĕ тутлă та сĕтеклĕ пĕçереççĕ иккен кунта апата Надежда Максимова, Татьяна Пыркина, Роза Калашникова поварсем. Кăмакара пиçнĕ пек сĕтеклĕ пăрçа яшкине, техĕмлĕ плова, витаминсемпе пуян хăяр салатне пурте юратса çиеççĕ, ăш хыпнине ирттерекен чее ĕçсе тав сăмахĕ каласа тухса каяççĕ ĕçченсем. Паллах, кун пек тулăх апатланнă хыççăн вăй-хал хутшăнатех ĕнтĕ. Асанкассисен кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 720 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Августăн 3-мĕшĕнче вара 4 комбайн 35 гектар йышăнакан кĕрхи тулă уйĕнче ăна çапса тĕшĕленĕ çĕрте ĕçлетчĕ. Василий Кириллов, Анатолий Салаев, Иван Яндров, Владимир Кузьмин экипажĕсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Комбайнерсем пурте ывăлĕсемпе ĕçлеççĕ. Сăмах май каласан, В.Кузьмин ыран, августăн 7-мĕшĕнче, 50 çул тултарать. Кашни çуралнă кунне çапла, каçалăк çинче ирттерет комбайнер. Эпир ăна юбилей ячĕпе чунран саламлатпăр. Йĕтем çинче тырра тасатса сортланă çĕрте вара шкул ачисем тăрăшаççĕ. Кунта ĕçе 2 сменăпа йĕркеленĕ. Йĕтем заведующийĕ Валерий Пикеев ĕç кăлтăксăр та кал-кал пытăр тесе çине тăрать. Районта юлашки çулсенче хăмлапа ĕçлекен хуçалăхсем юлманпа пĕрех, "Асановăпа" "Алга" çеç. Асанкассинче çак культура 12 гектар йышăнать, вăл шутран иккĕшне кăçал çĕнĕ калчасемпе сипленĕ. Иртнĕ çул вара вăл аван тухăç панă, хуçалăх 10 тонна типĕтнĕ хăмла сутнă. Вырмапа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси те пырать. Пилĕк çĕре яхăн ĕне выльăх валли утти те, сенажĕ те сахалах мар кирлĕ. Августăн 3-мĕшне 200 тонна утă хатĕрленĕ, нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулсан ăна тепĕр 150 тонна хатĕрлеме май пур. 2 пин тонна сенаж хывнă, ку ĕç малалла пырать. Çуллахи кун ырми-канми ĕçлесен хĕлле пỹлмесем тулли пулаççĕ. Çакна асра тытса вăй хураççĕ районти çĕр ĕçченĕсем.


"Каçал Ен"
06 августа 2005
00:00
Поделиться