КĔТНЕ ХĔРРИНЧЕ- ПРОФИЛЛĔ ЛАГЕРЬ
Августăн 10-19-мĕшĕсенче Комсомольски районĕнче, Кĕтне шывĕ хĕрринче профиллĕ лагерь ĕçлĕ. Унта Шупашкар хулин Калинин районĕнчи "Кăйкăр" экологипе биологи центрĕн ĕçне çулталăк тăршшĕпех хастар хутшăннă ачасем, районсемпе хуласенче, республика шайĕнче экологи программисемпе иртнĕ конкурссен çĕнтерỹçисем, ялсенче пурăнакан, "Кăйкăр" центрăн куçăн мар шкулĕпе çыхăну тытакан вĕренекенсем килме тивĕçĕç. Экологи лагерĕн программи питĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ. Биологи экскурсийĕсемсĕр, ботаникăпа, геоботаникăпа ирттерекен теори тата практика ĕçĕсемсĕр пуçне, сывлăха çи-рĕплетекен ытти лагерьсенчи пекех, ачасен спорт вăййисене, тĕрлĕ хаваслă мероприятисене те хутшăнма май пулĕ. Тата вĕсем вăрманпа, уй-хирсемпе пуян Каçал енпе, Кĕтне таврашĕпе паллашма та пултарĕç.
"Каçал Ен"