ТĂРĂШАТПĂР, ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ ĔÇЛЕТПĔР
Районти потребительсен обществи республикăра кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те хăйĕн чысне çухатмасть. Юлашки вунă çулта яланах малти вырăнсенче тăрать. Суту-илỹ точкисем çĕнелсех, илемленсех пыраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ тавар туянакансем пирĕн магазинсене çỹреççĕ, сутуçăсем вĕсене кăмăлласа йышăнаççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра пирĕн сутуçăсем 101,5 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. Çакă, пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан, 1,8 миллион е 8,2 процент нумайрах. Райпон пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕнче апат-çимĕç продукчĕсем 55 процент(56 миллион тенкĕ) йышăнаççĕ. Эрех-сăра сутасси, кỹршĕллĕ районсемпе танлаштарсан, пирĕн районта чылай сахалрах- пĕтĕм таварçаврăнăшĕнче 19 миллион тенкĕлĕх (19 процент) çеç.
"Каçал Ен"