ĔÇСЕМ АВАН ПЫРАÇÇĔ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, специалистсем тăтăшах хирсене тухса ĕç-хĕлпе паллашаççĕ. Августăн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн ертỹçи "Урожай", "Заря" тата "Рассвет" хуçалăхсенче пулса курчĕ. "Урожай" колхозра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1500 гектар йышăнаççĕ. Ĕçченсем хальхи вăхăтра ыраш, урпа, пăрçа хирĕсенче тăрăшаççĕ. Кĕрхи тулла çапса пĕтернĕ. Тырра хуçалăхри 3 йĕтем çине ăсатаççĕ. Паянхи куна тулă, ыраш вăрлăхĕсем хатĕр. Район ертỹçи хуçалăх председателĕпе А.Ершовпа урпа хирне çитсе курчĕç. Шăпах çак вăхăтра урпана çапса тĕшĕлетчĕç. Кăçалхи çул "Урожай" хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çĕнĕ комбайнпа пуянланчĕ. "Вектор" комбайн республикипе те иккĕ анчах. Çак техникăна лизингпа туяннă. Вăл йывăр условисенче ĕçлеме пултарнипе, тырра пахалăхлă та таса тĕшĕленипе уйрăлса тăрать. Тухăçа çухатаслăхĕ те пĕчĕк. Комбайн штурвалĕ умĕнче- 30 çула яхăн комбайнерта ĕçлекен Н.Гаврилов. Ăна ывăлĕ Вяче-слав пулăшать. Район ертỹçи Г.Волков "Заря" ял хуçалăх кооперативĕн йĕтемĕ çине çитсе курчĕ. Кунта шкул ачисем тырăсене тасататчĕç. Вĕсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Тухăç аван: пăрçа вăтамран кашни гектартан 22 центнер, тулă 25 центнер ытла тухать. Кĕлете хальлĕхе 130 тонна тырă кĕнĕ. Г.Ф.Волков шкул ачисене тăван хуçалăха пулăшнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех вăл нумай çул ỹсекен курăксене çулнă çĕре тата тулă пуссине çитсе курчĕ. Туллăн тухăçĕ аван пуласси куçкĕрет. Кас-кас çилпе илемлĕн хумханса ларать. Малалла çул "Рассвет" ЯХПК хирĕсем еннелле выртрĕ. Хуçалăхра пăрçа, кĕрхи тулă çапса тĕшĕленĕ, тухăç кашни гектартан вăтамран 30 центнер ытла. "Урпа хирĕ те кăмăла кайрĕ. Вăл та аван тухăç парĕ",- палăртрĕç хирте пулнисем. Улăма урана хывса пыраççĕ. Улăм ури тунă çĕрте 8-ăн тăрăшатчĕç. Г.Архипов тракторист улăма илсе парса тăрать. Хирсенче пулса курнă хыççăн Г.Волков, ĕçченсене ывăнмасăр ĕçлеме, ăнăçу сунчĕ.
"Каçал Ен"