РАЙОНТИ СПОРТ АТАЛАНĂВĔ- ХАЛĂХ СЫВЛĂХĔ
Юлашки çулсенче районта физкультурăпа спорта малалла аталантарас пирки ырми-канми тăрăшни куç умĕнчех. Çулсерен миçе тĕрлĕ кăна спорт ăмăртăвĕсем иртмеççĕ-ши? Ара, хальхи вăхăтра пирĕн районта 50 ытла физкультурăпа спорт коллективĕ, "Кĕтне" спорт клубĕ, çамрăксемпе спорт клубĕн организацийĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче вара 36 çын вăй хурать. Эпир шута илнĕ тăрăх, паян районта 5 пине яхăн çамрăк физкультурăпа спортра хăйĕн ỹт-пĕвне çирĕплетет. Ку ĕçре район администрацийĕ, вĕрентỹ управленийĕ, унăн начальникĕ Н.А. Максимов нумай пулăшу параççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ кăçалхи ăмăртусенче(спартакиадăра) эпир пĕрремĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Акă, сăмахран, мини-футболла, йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăра пирĕн спортсменсем иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Волейболистсем те, шашка вăййине юратакансем те хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Паян, спорт уявĕ кунĕ хисеплĕ те паллă спортсменсене мĕнле-ха аса илем мар. Вĕсем- С.Тимофеев, Ф.Волков, Л.Гладков, Н.Волков футболистсем, В.Дмитриев, А.Ефремов, А.Иванов волейбо листсем, сĕтел çинчи теннис енĕпе Ф.Гаврилов, Т.Самарина, шашка спортĕнче Н.Степанова, Н.Индюков. Районта çулсерен 45 ытла спорт ăмăртăвĕ иртет. А.П.Капитонов çавсене йĕркелесе ирттерме нумай пулăшать. Спорт уявĕнче физкультура учителĕсене, шкулсен директорĕсене ăшă сăмах каласшăн. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем те çак сăмаха тивĕçлĕ. Пурне те сире уяв ячĕпе- Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, телей, ăнăçу сунатăп.
"Каçал Ен"