ХУÇАЛĂХРА ТĔЛ ПУЛНĂ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков "Пайгас" ял хуçалăх кооперативне çитсе унти ĕçченсемпе тĕл пулнă. Чи малтанах вăл нумай çул ỹсекен курăксен уйĕнче утă пуçтаракансемпе калаçнă. "Комсомольски- Тăманлă Выçли- Тукай" автоçул тăвас ĕç пирки чарăнса тăнă, газификаци ыйтăвне хускатнă, вырма ĕçĕ мĕнле пынипе интересленнĕ, ыйтусене хуравланă. Çавăн пекех Г.Волков тулă хирне çитнĕ, йĕтем çинче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.
"Каçал Ен"