Комсомольский муниципальный округ

ОКТЯБРĔН 16-МĔШĔ -СУЙЛАВ. КАНДИДАТСЕН ЙЫШĔ ỹССЕ ПЫРАТЬ

Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен калакан саккунне тĕпе хурса Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлама кандидатсем тăратмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн ялсенчи представителлĕ органсене тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене суйлама кандидатсем тăратасси июлĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕччен пымалла. Район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсене, район пуçлăхне суйлама кандидатсем тăратасси июлĕн 30-мĕшĕнче пуçланса сентябрĕн 6-мĕшĕнче вĕçленмелле. Кăçалхи августăн 9-мĕшĕнче Канашра "Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн IХ конференцийĕ иртнĕ. Унта делегатсем (пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă) районсемпе хуласен депутачĕсене, пуçлăхĕсене суйлама кандидатсем тăратнă. Пирĕн район пуçлăхĕ пулма Геннадий Федорович Волкова кандидата тăратнă. Унăн кандидатурине район больницин ĕçченĕсем хăйсен пухăвĕнче ырланă. Çавăн пекех Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхне суйланма кандидата тăма Н.А.Хайрулловăн (район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен специалисчĕн), районти шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕн начальникĕн М.А. Илларионован, Урмаел ял поселени пуçлăхне суйланма Ш.М.Зейнутдиновăн(вăхăтлăха ĕçлемест) заявленийĕсене территориллĕ суйлав комиссийĕнче йышăннă. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне 12-мĕш Урмаел суйлав округĕпе суйланма кандидата тăма Ф.А.Гибатдиновăн (ачасен искусство шкулĕн директорĕ) заявленийĕ те территориллĕ суйлав комиссине çитнĕ. Çавăн пекех ĕнер-паян районти территориллĕ суйлав комиссине ял поселенийĕн пуçлăхĕсене суйланма кандидата тăма татах заявленисем панă. Комсомольскипе- Александр Сергеевич Тихонов- "Межа" ОООн директорĕ. П.В.Лапшин- хальхи ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Эльпуçпе- В.А.Яковлев- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Аслă Çĕрпỹелпе- Г.Г.Ракчеев- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Хирти Сĕнтĕрпе- Г.Е.Ефремов- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Шурутпа- В.В.Скворцов- Шурут вăтам шкулĕн хими учителĕ. А.К. Алексеев- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Чĕчкенпе- Р.Р.Абулханов -ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Урмаелпе- М.М.Зайнуллин (иккĕмĕш кандидат)- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Асанкассипе- Н.И.Филиппов- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Хырхĕррипе- А.Н.Воробьев- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Александровкăпа- В.Ф.Волков- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. Кайнлăкпа- С.Н.Журавлев- ял администрацийĕн пуçлăхĕ. РАЙОН ПУХĂВĔН ДЕПУТАЧĔСЕН КАНДИДАЧĔСЕМ ПУЛМА ЗАЯВЛЕНИСЕМ ПАНĂ: 2-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе- З.В.Каринкина- Пенси фончĕн районти уйрăмĕн уполномоченнăйĕ. 3-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе- В.Н.Гаврилов- фермер. 5-мĕш Кайнлăк суйлав округĕпе- М.И.Федорова- район больницин тĕп врачĕ. 6-мĕш Хирти Сĕнтĕр суйлав округĕпе- Г.Н.Чернов- "Госсорткомиссия" филиалĕн директорĕ. 7-мĕш Аслă Çĕрпỹел суйлав округĕпе- В.В.Софронова- çемье врачĕн уйрăмĕн тĕп врачĕ. 8-мĕш Асанкасси суйлав округĕпе- Н.И.Чумаков- Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ. 9-мĕш Хырхĕрри суйлав округĕпе- А.К.Батюков- "Атăлçи-Госстрах" фирмăн Комсомольскинчи филиалĕн директорĕ. 10-мĕш Чĕчкен суйлав округĕпе- Х.С.Идиатуллин- "Слава картофелю" агрофирма" ООО директорĕ. 11-мĕш Эльпуç суйлав округĕпе- В.Н.Гордеев- почтамт начальникĕ. 13-мĕш Урмаел суйлав округĕпе- М.М.Сафиянов- Шăхасанри "Спецмонтажгаз" фирмăн прорабĕ. 14-мĕш Тукай Мишер суйлав округĕпе- М.М.Гинатуллин- Комсомольски прораб участокĕн начальникĕ. 16-мĕш Çĕнĕ Мăрат суйлав округĕпе- В.И.Кириллов- диагностика центрĕн директорĕ. 17-мĕш Шурут суйлав округĕпе- В.В.Семенова- пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн врачĕ. 


"Каçал Ен"
17 августа 2005
00:00
Поделиться