САЛАМЛАТПĂР
Çак кунсенче райпо коллективне Центрсоюз правленийĕн председателĕнчен В.Ф.Ермаковран саламлă телеграмма килнĕ. Вăл пирĕн райпо ялти социаллă ин-фраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе тата хуçалăха ăнăçлă ертсе пынин кăтартăвĕсемпе 2005 çулхи 2-мĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Райпо коллективне саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.
"Каçал Ен"