Комсомольский муниципальный округ

Геннадий ВОЛКОВ: "ХАСТАР ĔÇ ЧУНА КАНĂÇ КỹРЕТ"

 Района пиллĕкмĕш çул Геннадий Федорович Волков тăнăçлă ертсе пырать. Çак тапхăрта ентешсем нумай йывăрлăха çĕнтерсе, пур çитменлĕхсене пĕтерсе тивĕçлĕ çитĕнỹсем турĕç. Халĕ район ĕçченĕсем ỹсĕмсен çулĕпе малалла çирĕппĕн утаççĕ.

- Геннадий Федорович, эсир район тилхепине пасар экономикине куçнă тапхăрта хăвăр алла илтĕр те халĕ лава пĕр чарăнми шав малалла хăвалатăр. Нумай йывăрлăх- хыçра, ĕç кал-кал пытăр тесен вара кашни кунах çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Мĕнпе асра юлчĕç район администраци ертỹçине иртнĕ çулсем?

- Чăн та, пурнăçăн кашни тапхăрех ертỹçĕне хăйне евĕр йывăрлăхсемпе тĕрĕслет. Тăватă çулталăк çурă каялла района пысăк парăмсемпе илме тиврĕ мана. Çынсене тĕрлĕрен коммуналлă çăмăллăхсем памалли парăм 4,5 миллиона, вĕрентекенсене методика пособийĕсем памалли парăм 1,2 миллиона çитнĕччĕ. Ку кăткăс ыйтăва çулталăк çурăра тивĕçлипе татса панă хыççăн хаш сывласа ятăмăр.

-Чи пысăк çитĕнỹ сирĕншĕн мĕнле ĕç пулчĕ?

- Кашни çитĕнĕвĕн хакĕ пысăк. Çапах та чи курăмли- районти ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçе вĕçлени. Хăвăрах шутласа пăхăр: 8 процентран 100 процента çитме пайтах тар тăкмалла. Халĕ районти 54 ялтан 52-че "сенкер çулăм" çынсене ырлăх кỹрет.

- Районта çĕр ĕç реформи тĕллевлĕ пурнăçа кĕрсе пыни уйрăмах сисĕмлĕн палăрать.

-Çакă шанăç кỹрет: районти хуçалăхсем пĕр тапхăр "арпашăнса" пурăннă хыççăн тĕрĕс çул çине тăчĕç. Халĕ "Урожай" колхоз ,"Луч", "Рассвет" , "Восток", "Асаново", "Труд" , "Слава" , "Искра" кооперативсем, сортсем сăнакан станци  тупăшлă ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕ вара ыттисене те канăç памасть. Чăваш пĕр-пĕрне пăхса ĕçлет. Кỹршĕ лайăхрах пурăнать пулсан- унран иртсе кайма тăрăшать. Ку - ырă пулăм. Пĕтĕмпе пĕлтĕр район çĕр ĕçĕнчен 25 миллион ытла таса тупăш илчĕ. Кăçал ытларах та пулĕ. Çур çулхи пĕтĕмлетỹсем çакна çирĕп ĕнентереççĕ.

- Уйрăм çынсен хастарлăхĕ те арканакан хуçалăхсене ура çине тăма пулăшнине вуланăччĕ район хаçатĕнче....

-Ку чăннипех те çапла. "Дубовка" , "Кызыл сабанча"  хресченпе фермер хуçалăхĕсен, акционерсен "Сюрбеево" уçă пĕрлешĕвĕн, Атласкин фермер тĕслĕхĕ- ыттисене те хăйсен вăйне шанма хистекен утăм.

-Комсомольски районĕ республикăра тухăçлă çĕрулми çитĕнтерес енĕпе уйрăмах палăрса тăрать. Кăçал мĕнлерех?

- Кăçал та çаплах. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ районта 1550 гектар йышăнать. Ку - республикăра чи пысăкки. "Çĕрулмине мухтав" хуçалăх ăна 300 гектар çинче, "Урожай" колхоз 150 гектар çинче çитĕнтерет. Ыттисен те самаях пысăк лаптăк. Пур çĕрте те ăна çĕнĕ технологипе усă курса туса илеççĕ. Тухăç гектар пуçне вăтамран 250 центнер ытла тухать. Çĕрулми пирĕншĕн - тупăш çăлкуçĕсенчен чи витĕмли.

- Выльăх-чĕрлĕхе аталантарас ĕçре мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

- Тỹрех калатăп: ку пирĕншĕн чи кăткăс ĕç. Сĕт халĕ пĕлтĕрхинчен 1,0 килограмм ытларах сăватпăр. Унăн калăпăшĕ те пĕлтĕрхинчен ỹснĕ. Аш-какай, сĕт сутассипе те малтанхи шая çитрĕмĕр. "Рассвет", "Труд", "Пайгас", "Луч", "Искра" хуçалăхсем мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне, "Пайгас" кооператив сыснасен хисепне ỹстерме пултарчĕç. Тăхăр хуçалăхра сĕт сăвасси пĕлтĕрхи шайран иртрĕ. "Красное Сормово", "Слава", "Красный маяк", "Дубрава", "Правда" кооперативсен кăтартăвĕсем ку енĕпе уйрăмах курăмлă. Çитес çул валли пур хуçалăхра та нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут пуçтарса илсе сĕтеклĕ апат ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Пирĕн тĕллев- тĕштыррăн ытларах пайне выльăх-чĕрлĕхе аталантарас ĕçе ямалла. Çапла майпа ĕçлесен пысăкрах услам илме пулать.

- Халăхран сĕт пуçтарасси мĕнле шайра-ши?

- Çур çулта халăхран пурĕ 4,1 пин тонна сĕт пухнă. Ку ĕçре Комсомольскинчи сĕт-çу завочĕ, райпо, "Асаново", "Труд", "Луч", "Урожай" хуçалăхсен тỹпи пысăк. Пĕчĕк предприятисемпе уйрăм предпринимательсем 800 тонна сĕт пуçтарчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: ку тĕлĕшпе ĕçлемелли майсем татах та тупма пулать.

- Район экономикине аталантарас ĕçре пĕчĕк предприятисемпе уйрăм предпринимательсем мĕнле вырăн йышăнаççĕ?

- Чи малтанах çакна каласшăн: эпир вĕсене пур майсемпе те пулăшса пыратпăр. Халĕ районта 66 пĕчĕк предприятипе 531 уйрăм предприниматель. Ку питĕ лайăх. Вĕсен 33 проценчĕ- суту-илỹпе обществăлла апатланура, 30 проценчĕ- ял хуçалăхĕнче, 18 проценчĕ- промышленноçра, 11 проценчĕ- строительствăра. Вĕсенче 1046 çын ĕçлет. Ку вăл районти пĕтĕм ĕçлекенсен хисепĕн 22,3 проценчĕпе танлашать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вĕсем пĕтĕмпе 54,6 миллион тенкĕлĕх продукци кăларнă. Çакна та уйрăммăн палăрт-са хăварасшăн: ултă уйăхра район экономикине аталантарма 78,0 миллион ытла инвестици хывнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 2,1 хут нумайрах.

- Геннадий Федорович, халĕ "Директорская", "Преображенская" минераллă шывсем, "Юбилейный" лимонад республикипех паллă. Вĕсене алла илсен тỹрех Каçалсен "Кооператор" производство комбинатне аса илетпĕр. Мĕнлерех ĕçлеççĕ халĕ районти промышленноç предприятийĕсем?

- "Кооператор" комбинат яланхи пекех хăйĕн ят-сумне çỹлте тытать. Шупашкарта нумаях пулмасть иртнĕ "Раççей хăмлипе сăри" курав-ярмăрккара эсир çỹлерех асăннă шывсем пурте кĕмĕл медальсене тивĕçрĕç. Тăрăшсан малашне ылтăн медале те çĕнсе илĕпĕр-ха. Çакна тума кунта пур май та çителĕклех. Районти промышленноç предприятийĕсем кăçалхи ултă уйăхра 27,9 миллион тенкĕлĕх продукци кăларнă. Ỹсĕм сисĕмлĕ - 108,1 процент. Çав вăхăтрах кабель, кирпĕч, сĕт-çу завочĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлаймарĕç. Малашне вĕсен çине тăрса малалла талпăнмалла.

- Паллă ĕнтĕ: кирек мĕнле пулсан та чи пысăк кăтарту- социаллă пурнăç аталанăвĕ. Ăна куçпа та куратăн, чунпа та туятăн.

- Ку енĕпе çулсеренех умма лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыратпăр. Юлашки çулсенче Аслă Чурачăкра, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче, Шурутра, Çĕнĕ Мăратра, Комсомольскинче пĕтĕмĕшле врач офисĕсене, Комсомольскинче, Урмаелĕнче, Аслă Чурачăкра, Хырхĕрринче тĕслĕх вулавăшсем хута ятăмăр. Районти тĕп сыватмăшри ача-пăча уйрăмне, искусство шкулне, "Çĕр тата çынсем" музее тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Ку енĕпе ĕçсем районта пĕр самантлăха та чарăнмаççĕ. Халĕ асăннă объектсене çут çанталăк газĕ, шыв кĕртетпĕр, вĕсен территорийĕсене тирпейлесе илемлететпĕр.

- Комсомольски районĕнче чăвашсем, тутарсем, вырăссем пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинчи наци çыхăнăвĕсем мĕнлерех аталанса пыраççĕ?

- Районта пурăнакансен 73 проценчĕ- чăвашсем, 24 проценчĕ- тутарсем, ыттисем - вырăссемпе урăх халăх çыннисем. Нацисен хушшинчи çыхăну тĕрлĕ енлĕ, пĕр-пĕрне пуянлатса аталантарса пырать. Нимĕнле чару та, чăрмав та çук. Кăçал районта "Урмай моны" фестиваль çỹллĕ шайра иртрĕ. Тĕне ĕненекенсем валли чиркỹсем, мечĕтсем, кĕлĕ çурчĕсем çителĕклех. Çĕннисем тума та палăртнă.

-Геннадий Федорович, юлашкинчен сире çапларах ыйту парас килет: каçалсен çитес çулсенче Республика кунне йышăнас кăмăл çук-и?

- Лайăх ыйту. Тавах. Кăмăлĕ яланах пур. Хирĕç те мар. Хальлĕхе çак шухăша пурнăçа кĕртме пĕр ыйту çеç тытса чарать: хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илмелле-çке. Эпир Кĕтне айлăмĕнче халĕ хĕрсех "Кану зони" тăвас енĕпе тăрăшатпăр. Унăн шыв тĕкĕрĕ 17 гектар йышăнмалла. Ку -пĕрре. Тепри- ипподром. Ăна хута ятăмăр. Парксемпе садсен çулталăкĕнче районта тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçларăмăр. Ку енĕпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлĕпĕр. Чăваш уява тĕплĕн хатĕрленет. Эпир те "Кану зонине" тивĕçлипе хатĕрлесе çитерсен Республика кунне хăнасене Каçал Ене хаваспах йыхравлатпăр.



"Хыпар"
19 августа 2005
00:00
Поделиться