Комсомольский муниципальный округ

ĔÇЛЕМЕ ÇЕÇ МАР , КУЛЬТУРĂЛЛĂ КАНМА ТА ПУЛТАРАÇÇĔ

 Августăн 17-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин кунĕ иртрĕ. Асăннă министерствăран, культурăпа çыхăннă ытти уйрăмсенчен çынсем чылайăн килсе çитрĕç. Тĕлпулусенче вĕсем кăçалхи январь _ июнь уйăхĕсенчи республикăри социаллă-экономикăлла лару-тăрупа паллаштарас, вырма ĕçĕсем мĕнле пынине хаклас, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсем хĕле мĕнле хатĕрленни пирки ыйтусене хускатнă. Министерство кунне килнисем 3 ушкăнпа ĕçленĕ. Пĕрремĕш ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ертсе пынипе Александровка ял администрацине çитнĕ. ЧР Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕçсен управленийĕн начальникĕн çумĕ С.Тарасов тата пĕрле ĕçлекенсем Александровка культура çуртĕн-че юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Кунта районти юсавпа строительство участокĕнчи ĕçченсем çивитти улăштараççĕ. Малашне шал енчен те ĕçсем пуçланĕç. Хырай Ĕнелĕнчи культура çурчĕн никĕсне темиçе çул каяллах хывнă. Анчах та укçа-текнĕ пулманнипе çỹлелле çĕкленесси çулран-çул юлса пынă. Малашне кунта ĕçсем пуçлас ыйтăва хускатнă. Министерство кунне килнисен иккĕмĕш ушкăнĕн çулĕ Хырхĕрри ял администрацине выртнă. Ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В.Бондарев ертсе пынă. Çу кунĕсенче ял халăхне культура объекчĕсенче тытма çук. Вĕсем вырмара е тата ытти уй-хир ĕçĕсенче. Информаци кунне хутшăнакансем ялти ĕçченсемпе, çамрăксемпе йĕтем çинче тĕл пулчĕç. Кунта яш-кĕрĕмĕн культурăллă канăвĕ пирки сăмах пычĕ. Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи клуба тума пуçлани те чылай пулать. Асăннă ялти çамрăксен пушă вăхăтне ирттерме ятарлă вырăн çук. Çак ыйту та район, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене канăçсăрлантарать. Министерство кунĕнче ун пирки те калаçу пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăн Кĕçĕн Каçалти социаллă тата вĕрентỹ центрне çитсе унти ĕç-хĕлпе, лару-тăрупа паллашрĕ. №Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш страницăра№. ЧР культура, национальноç-сен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ М.Краснов ертсе пыракан ушкăн Урмаел ял администрацийĕн территиори-йĕнчи культура объекчĕсенче пулчĕ. Малтанах вĕсем "Лейсан" сад-яслие çитсе курчĕç. Енчен те районти хăшпĕр ача сачĕсем кăткăс вăхăтра хупăнса пĕтнĕ пулсан, кунта яслие сыхласа хăварма май тупнă. Бюджет укçи-тенкисĕр пуçне спонсорсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ пулăшнă. Вĕсен хỹтти халĕ те палăрать. Вак-тĕвек юсав ĕçĕсем ирттерме, оборудованисемпе инвентарьсем туянма укçа-тенкĕ параççĕ. Ара, мăнукĕсем, ачи-пăчи кунта хăйсен тавракурăмне ỹстереççĕ-çке, воспитани илеççĕ, аталанаççĕ. Чăннипех те ясли-садикре ачана кирлĕ пек аталанма, канма, ăсталăха ỹстерме условисем çителĕклĕ. Çурт хăтлă, пỹлĕмсем тирпейлĕ, çутçанталăк газĕпе ăшăнаççĕ. Теттесем тата ытти оборудовани çителĕклĕ. Кăçал кунта районти юсавпа строительство участокĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кĕçех сăнарлă ỹнер искусствине вĕрентмелли зал, фито-бар ĕçлеме пуçлĕç. Ясли-садра пуçламăш пĕлỹ, воспитани илнисем Урмаел вăтам шкулне çул тытĕç. Вăл шкулта илемлĕх тĕнчине илсе кĕрекен те пур. В.Камальтдинов пуçламăш класранах ачасене ỹнер искусствине туйма вĕрентет. Министерство кунне пухăннисем В.Камальтдиновăн ỹкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Вăл çырнă картинăсем пирĕн çĕршывра çеç мар, ют çĕршывра та сарăлнă. Чи пахи _ малашне Урмаел ялне пырса кĕнĕ çĕрте сире тимĕр-тен шăратса хатĕрленĕ, ял ятне тутарла тата латин графикипе хатĕрленĕ паллă кĕтсе илĕ. Кирек кам та ăна инçетренех курĕ. Çак паллăна хатĕрлес енĕпе вырăнти ăстаçă, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.Камальтдинов ĕçленĕ. Министерство кунне килнисем макетпа интересленсе паллашрĕç. Урмаел культура çурчĕ район çыннисене ытларах "Урмай моны" фестивальпе асра юлнă. Унта пирĕн тăрăхри юрă-ташă ăстисем çеç мар, республика, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи артистсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă, кăтартаççĕ те. Ку культура çурчĕ чăннипех те тутар халăх йăли-йĕркине тытса пырать. Тĕслĕх №модельлĕ№ библиотека ĕçлет. Хăнасем унта та кĕрсе курчĕç. Библиотекарь тутар чĕлхипе çырнă литература сахалли пирки пĕлтерчĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи тутарсен обществăлла культура центрĕн президенчĕ Ф.Гибатдинов Урмаел ялĕнчи культура çуртĕнче обществăлла-культурăлла центр йĕркелес ыйтăва хускатрĕ. Çак енĕпе утăмсем пур ĕнтĕ. Малашне çĕнĕ мечĕт çумĕнче тутар халăхĕн йăли-йĕркине кăтартакан этнографи музейĕ тăвасшăн. Урмаел тăрăхĕнче ЧР наци библиотекин директорĕ С.М. Старикова, чăваш наци музейĕн директорĕ Э.К.Бахмисов, кĕнеке пичетлес, суту-илỹ тăвас тата полиграфи енĕпе ĕçлекен уйрăмăн специалисчĕ Т.Г.Биктимирова пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе кăмăллă юлчĕç.


"Каçал Ен"
20 августа 2005
00:00
Поделиться