ТĂРĂШАÇÇĔ, ĔÇЛЕÇÇĔ
Шурут вăтам шкулĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Классенчи, коридорти урайсене, стенасене, гараж алăкне сăрланă, шкула кĕмелли алăка юсанă. Кăçал бюджетран шкула 100 килограмм сăрă уйăрса панă, ыттине ачасем, ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе, вĕрентекенсем тăрăшнипе туяннă. Коридорти чỹречесем валли тюль, штора илнĕ. Вĕсем çитес вăхăтра шкула çутатса илемлетĕç. Кунти вĕрентекенсем те, ачасем те шкул малашлăхĕшĕн çине тăраççĕ. Сăнав лаптăкĕнчи пĕр гектара яхăн çĕр çинче темĕн тĕрлĕ çимĕç туса илеççĕ. Пахчара сухан, купăста, хăяр, сырлан (облепиха) питĕ ăнса пулнă. Кашни çулах шкул паха çимĕç сутса укçа тăвать. Иртнĕ çул колхозра çĕрулми пуçтарнă, ĕçлесе илнĕ укçапа музыка центрĕ, спорт хатĕрĕ чылай туяннă. Çу кунĕсенче ачасем ĕçпе кану лагерĕсенче ĕçленĕ. А.М.Гаврилов вĕрентекен ертсе пынипе столовăй валли саксем ăсталанă, вĕсене лакпа сăрласа капăрлатнă, партăсене сăрланă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шурут вăтам шкулне 206 ача килме хатĕрленет. Тутар Шурут шкулне хупнипе унти вĕренекенсем пуçламăш класранах кунта ăс пухма çỹрĕç. Кăçал 1-мĕш класс иккĕ пулать: пĕр комплек-тĕнче чăвашсем вунвиççĕн, тепринче пĕр тутар ачи вĕренĕ. Шкул автобусĕ вĕренекенсене илсе çỹреме яланах хат.р тёрать.
"Каçал Ен"