Комсомольский муниципальный округ

КАÇАЛТА - ÇĔНĔ ИППОДРОМ

Чăваш Республикин Президенчĕн "Лаша спортне аталантарасси çинчен" Указне тĕллевлĕн пурнăçа кĕртсе çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Комсомольскинче çĕнĕ ипподром уçăлчĕ. Çак ятпа кунта пĕрремĕш ăмăртусем иртрĕç. Ипподрома савăнăçлă лару-тăрура сăмах каласа Комсомольски район администраци пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ. Ăмăртусене хутшăнакансене Чăваш Республикин Президенчĕ ячĕпе Президент Администрацийĕн ертỹçи, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.С.Краснов, Чăваш Енри лашапа ăмăртакан спорт федерацийĕн председателĕ В.И.Максимов ăшшăн саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Ăмăртусене Комсомольски, патăрьел, Шăмăршă, Канаш, Шупашкар районĕсенчен, Тутарстанри Пăва районĕнчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ 23 лаша хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче республикие тата çĕршывĕпех паллисем "Хорезм", "Рамзес", "Гелиос", "Альпинист", "Чудесный", "Волшебник", "Нил", "Алладин", "Премьер", "Архипелаг", "Мелитополь" тата ыттисем те. Вĕсен хуçисем те çĕршывĕпех паллă: Егор, Алексей, Валерий Красновсем, Николайпа Леонид Кошкинсем, Алексей, Николай, Александр Пыркинсем (пурте Патăрьел районĕнчен), Александр Максимовпа Игорь Матвеев(Шăмăршă районĕ), Геннадий Кириллов (Канаш районĕ), Диля Фазлиева (Тутарстан, Пăва районĕ), Ирина Таушкина(Чĕмпĕр хули) тата ыттисем те. Ăмăртусенче пурĕ 11 заезд пулчĕ. Финала "Хорезм", "Рамзес", "Гелиос", "Архипелаг", "Чудесный" тухрĕç. Вĕсенче вара ку хутĕнче чи вăйли Шăмăршăсен "Чудесный" лаши пулчĕ. Унăн тилхепине Патăрьел каччи Анатолий Каргин тытса пычĕ. Иккĕмĕш вырăнта- "Рамзес" (хуçи Геннадий Кириллов), виççĕмĕшĕнче- "Хорезм" (хуçи Александр Максимов). Хавхалантармалли чупăва "Волшебник", "Нил", "Альпинист" лашасем хутшăнчĕç. Ăмăртусене республикăри лаша спорчĕн ветеранĕсем- Егор Краснов, Алексей Пыркин, Николай Кошкин, Ибенюк Кеметов хутшăнчĕç. Вĕсен кĕрешĕвĕ уйрăмах çивĕч иртрĕ. Стартранах мала "Мелитополь" лашапа 78 çулти Е.Краснов тухрĕ. Финиша çитичченех вăл хăйĕнчен никама та ирттермерĕ. Егор Семенович финишĕ чăннипех те куракансене пурне те чунран савăнтарчĕ. Ипподромри ăмăртусене çавăн пекех юланутçăсем те хутшăнчĕç, Кунта Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнчи "Эфиопия" (юланутçи Дмитрий Иванов) çĕнтерчĕ. Ипподром хуçи Анатолий самарин "Трюк" лашапа ăна кăшт çеç выляса ячĕ. Диля Фазлиева хăйĕн "Булатка" лашипе ку хуçĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çак кун официаллă майпа ипподромăн пĕрремĕш рекордне çырса хучĕç: "Хорезм" 1.600 метра 2 минут та 15 çеккунтра чупса тухрĕ. Ăмăрту çĕнтерỹçисене пурне те Комсомольски район администраци пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн мулă парнисемпе чысларĕç.


"Хыпар"
23 августа 2005
00:00
Поделиться