КАНДИДАТСЕНЕ ТĂРАТАССИ ВĔÇЛЕНСЕ ПЫРАТЬ
Район пуçлăхне, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, депутачĕсене суйлама кандидатсем тăратмалли тапхăр кĕскелсех пырать, вунă кунран та чакрĕ. Кандидатсен йышĕ вара ỹссех пырать. Юлашки кунсенче территориллĕ суйлав комиссине район пуçлăхне суйланма кандидата тăма Фенис Рауилович Рахимзяновран заявлени килнĕ. Вăл "Стройсервис" АХО генеральнăй директорĕнче ĕçлет. Çапла вара район пуçлăхне суйланма хальлĕхе иккĕн (тепри Г.Ф.Волков) кандидата тăнă. Ял поселенийĕсен пуçлă-хĕсене суйланма та кандидатсем йышлансах пыраççĕ. Комсомольскипе (хаçатра тăватă кандидат тăратни çинчен пĕлтернĕччĕ)- П.В.Силивестров- пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕ. В.И.Кисапов- районти почтамтăн почта йышăнас, леçес енĕпе ĕçлекен специалисчĕ(почтальонĕ). Асанкассипе- Н.И.Чапрасов- ял администрацийĕн çĕр йĕркелỹ специалисчĕ. Урмаелпе- Г.С.Фахертдинов- ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕн директорĕ. Аслă Çĕрпỹелпе- Р.Р.Минетуллов- "Сюрбеево" ОООн тĕп ветврачĕ. Чĕчкенпе- Ю.Г.Лукиянов- предприниматель. Тукайпа- А.В.Григорьев -районти ял вăрман хуçалăхĕн директорĕ; А.Г.Попов- "Пайгас" кооперативăн ферма заведующийĕ; Н.М.Иванов- Анат Тимĕрчкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ (пурĕ тăватă кандидат). Ытти ял администрацийĕсен пуçлăхне суйланма хальлĕхе пĕрер кандидат çеç. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйланма кандидата тăма территориллĕ суйлав комиссине заявленисем килсех тăраççĕ. 1-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе- П.А.Баринов- "Атăлçи-Госстрах" фирмăн Комсомольскинчи филиалĕн менеджерĕ. 2-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе- Г.М.Долгов- "Агропромэнерго" ООО директорĕ. 3-мĕш Комсомольски суйлав округĕпе- В.Г.Ямалиев "Водоканал" предприятин директорĕ. 4-мĕш Александровка суйлав округĕпе- С.В.Антонов- Александровка тĕп шкулĕн истори учителĕ; И.М.Степанов- "Автозапчасти" магазин заведующийĕ. 6-мĕш Хирти Сĕнтĕр суйлав округĕпе- Н.Г.Можаев- районти газ участокĕн начальникĕ; Ю.Г.Салмин- "Изамбаево" кооператив агрономĕ; П.И.Иванов- сортстанцин склад заведующийĕ. 9-мĕш Хырхĕрри суйлав округĕпе- В.Н.Воробьев- райпо продавецĕ. 10-мĕш Чĕчкен суйлав округĕпе- А.Л.Кириллов- Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинат директоĕ. 14-мĕш Тукай Мишер суйлав округĕпе- А.Г.Ямалетдинов- "Ипотечная корпорация" ООО районсем хушшинчи уйрăмĕн заведующийĕ. 15-мĕш Анат Тимĕрчкасси суйлав округĕпе- М.Р.Афанасьев- "Рассвет" кооператив председателĕ; В.Н.Курицына -районти культура пайĕн методика центрĕн заведующийĕ. 17-мĕш Шурут суйлав округĕпе- С.Е.Шмелев- Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинатăн тĕп инженерĕ.
"Каçал Ен"