ПĔТĔМĔШЛЕ ПРАКТИКА ВРАЧĔН УЙРĂМĔНЧЕ
Юлашки çулсенче медицина çине пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Республикăра пĕ-тĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Районсенчи чылай больницăра, фельдшер пунк-тĕнче çĕнĕ оборудованипе çĕнĕлле ĕçлеççĕ. Шурутри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăлнăранпа кăçал октябрь уйăхĕнче икĕ çул çитет. Уйрăм унчченхи ача садĕнче вырнаçнă. Пĕрремĕш хутра поликлиника, иккĕмĕшĕнче вара- вун-икĕ вырăнлă стационар. Иккĕмĕш хутăн çуррине яхăн ветерансен çурчĕ йышăнать. Хальлĕхе кунта ултă ветеран пурăнать тата виççĕн килмелле. Пурĕ вуникĕ вырăн. Ватăсене лайăх пăхаççĕ, условисем начар мар. Ветерансем пушă вăхăтне кану пỹлĕмĕнче ирттереççĕ. Унта тĕрлĕ тĕслĕ телевизор та курма май пур. Вĕсем, сывлăхĕсем хавшасан, çакăнти больницăрах сипленеççĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕхпе илем хуçаланать. Больница ĕçченĕсем чечек ỹстерме те вăхăт тупаççĕ. Йĕри-тавра тĕрлĕ чечек куçа шартарать. "Чирпе килекен çын çакăн пек илеме курсанах çурри сывалать пулĕ?"- шỹтлерĕм эпĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче чылайăшĕ вуншар- çирĕмшер çул ĕçлет. Е.Ф.Антонова лаборантка, I-мĕш категориллĕ медсестра, медицина ĕçĕнче 21 çул вăй хурать. Н.М.Евсеева акушерка хăйĕн ĕçĕнче 24 çул тăрăшать. Нина Михайловна патĕнче учетра паянхи куна йывăр çын-хĕр-арăмсем вуннăн ытла. Акушерка вĕсене питĕ тараватлăн йышăнать, çепĕç калаçать, лайăх анне пулма хатĕрлет. Шăл кабинетĕнче Р.Н.Шарипова нумай çул ĕçлет. Ун пирки ку тăрăхра ырă сăмах кăна илтме пулать. Тухтăр ĕçе пĕлсе, тĕплĕн пурнăçлать. "Мĕнле вара, шăл кабинетне кĕме хăрамастăр-и?"- ыйтрăм пĕр пациентран. "Çу-у-к, пĕрре те шикленместĕп, Рузалия Небиулловна пирĕнпе яланах ăшшăн калаçать, чуна йăпатма пĕлет, вара ыратни иртсе те каять",- хуравларĕ вăл. В.В.Маркова процедура кабинетĕнче 3 çул çеç вăй хурать-ха, апла пулсан та хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă. Вăл пациентсене укол туса чир-чĕртен сыватать. В.В.Семенова 15 çул каяллах шурă халат тăхăннă. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ вăл пĕтĕ-мĕшле практика врачĕ. Вера Васильевна кирек хăш чире те тĕрĕс диагноз лартма пултарать. Унпа пĕрле С.Н.Козлова медсестра тăрăшать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пур чиртен те сывалма пулать. Кунта массаж та тăваççĕ, алкоголизмран та хăтараççĕ(тỹлевлĕ). Комсомольскинчи тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн филиалĕ ĕçлет. Пĕр машина çеç пулсан та, çапах çукки мар. Вăл вунвиçĕ яла васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр.
"Каçал Ен"