КУЛЬТУРА ХЫПАРĔСЕМ
ЮРĂ-КĔВĔ ВĂЙ-ХĂВАТ ХУШАТЬ
Районти хуçалăхсенчи уйсенче хĕрỹ ĕç вĕрет. Комбайн-трактор сасси иртен пуçласа мĕн каçчен чарăнмасть. Çакăн пек хĕрỹ тапхăрта культура ĕçченĕсем те уй-хирте, йĕтемсем çинче тăрăшакан ĕçченсем патне çитме васкаççĕ, концерт ушкăнĕсем вĕсен канăвне йĕркелеме тăрăшаççĕ. Унччентерех çавсене агитбригадăсем тенĕ. Акă, районти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ Владимир Павлов ертсе пыракан концерт ушкăнĕ вырма пуçлансанах чăн малтан "Восток" кооперативăн Хырхĕрри, Вăрманхĕрри Чурачăк йĕтемĕсем çинче пулчĕ, Асанкассине те çитрĕç. Ĕçлекен халăха каннă вăхăтра юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Лариса Носовăна (халăх театрĕн режиссерĕ), Марина Волковăна(çамрăксемпе ĕçлекен уйрăм заведующийĕ), Виктор Кокшина (эстрада студийĕн руководителĕ) тата Владимир Павлова хăйне (агитбригада руководительне) чăннипех те ăста артистсем-юрăçсем тесех каламалла. Мĕнле илемлĕн шăрантарчĕç вĕсем чăваш юррисене! Программине пуян хатĕрленĕ. Ĕçлекен халăх агитбригадăн кашни номерĕпе кăмăллă пулчĕ, тăвăллăн алă çупса саламларĕ. Çапла вара вырма пуçланнăранпа районти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ концерт ушкăнĕ 21 хуçалăхра пулчĕ, вăл панă концертсене пине яхăн çын курса савăнчĕ, канчĕ, юрă илемĕ вĕсене татах та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарчĕ.
Тукай ял администрацийĕн территорийĕнчи культура учрежденийĕсенче (клубсенче, библиотекăсенче) тăрăшакансем вырма вăхăтĕнче çулсеренех агитбригада йĕркелеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Агитбригада Тукай, Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли ("Рассвет", "Заря", "Пайгас" хуçалăхсем) ялĕсенчи йĕтемсем çине çитсе ĕçлекен халăха хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Ольга Андреева, Ирина Мартынова, Валентина Портнова, Елена Сорокина, Валентина Толокнова, Галина Степанова юрăсемпе, шỹтсемпе çынсен канăвне илемлетрĕç.
Комсомольски ял администрацийĕ çумĕнчи Культура ĕçченĕсем агитбригадăпа ялсем тăрăх çула тухрĕç. Вĕсем Кĕçĕн Каçалти, Дубовкăри, Çĕнĕ Шăхранти йĕтемсем çинче çĕр ĕçченĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, сценкăсем лартрĕç. Т.Волковăпа В.Тимофеева "Пилеш кайăк" юрра питĕ илемлĕн юрларĕç. Аннесене халалласа Н.Жирнова юрланă "7 чỹрече" юрăпа кăмăллă юлчĕç, татах та килме ыйтса алă çупрĕç. Çитес кунсенче тата ытти ялсене тухма хатĕрленетпĕр.