ТĂВАТТĂМĔШ ХУТ- ПРЕЗИДЕНТА
Августăн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн ХХVI черетлĕ сессийĕ иртнĕ. Депутатсем пĕр ыйту пăхса тухнă _ Республика ертỹçине Николай Федорова Чăваш Ен Президенчĕн полномочине çи-рĕплетесси çинчен. Н.Федоров чăвашсен пĕрремĕш Президенчĕ. Ăна халăх виçĕ хутчен, 1993, 1997, 2001 çулĕсенче, шанса Президент пулма суйланă. Паянхи кун Чăваш Республики Раççейре ăнăçлă аталанса пыракан регионсенчен пĕри. Газификаци, пурăнмалли çурт-йĕр тата çул-йĕр строительстви енĕпе çĕршывра малтисен ретĕнче. Республикăра вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕç, финанс енĕпе ĕçе кĕртекен пилотлă проектсене Раççейри ытти регионсенче те ырласа йышăнаççĕ. Паянхи кун ĕçлекен Президентăн кандидатурине Парламентра пăхса тухма Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăй сĕннĕ. ХХVI сессие хутшăнакансене çакăн çинчен Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕ Сергей Кириенко официаллă пĕлтернĕ. Николай Федоров кандидатурине Чăваш Республикин Президентне çирĕплетес ыйтупа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен сессине Раççей Президенчĕ ахальтен кăларман. Ку вăл хальхи Президентăн асăннă вăхăтсенчи республикăна аталантарас енĕпе тунă ĕçсен кăтартăвĕ. Çак шухăшсене палăртрĕ С.Кириенко. Депутатсем пулас Президент кандидатури пирки ытлашши сăмах-юмах вакламасăрах сасăлава тăратрĕç. Пĕр саслăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н.Федорова малашне те республикăна ертсе пыма шанчĕç. Н.Федоров чăваш тата вырăс чĕлхисемпе присяга сăмахĕсене каларĕ, ун айне алă пусрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский савăнăçлă лару-тăрура Н.Федорова ЧР Президенчĕн должноçне çирĕплетнине пĕлтерчĕ. Çак ятпа вăл Президента саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ, малашне те вăл нумай нациллĕ Чăваш Ен аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшасса шанни çинчен пĕл-терчĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕ Н.Федорова Президент паллине пачĕ. Сессие килнисен умĕнче Н.Федоров сăмах каларĕ. "Часах чăваш халăхĕ мана шанса Президента суйланăранпа 12 çул çитет. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларас тесе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшатăп, тăрăшăп та",_терĕ Республика пуçлăхĕ. Вăл Чăваш Ене аталантарас енĕпе халăх ăнланса йышăннине палăртрĕ. "Халĕ халăх шаннине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн йышăнăвĕпе çи-рĕплетрĕ",_ пĕлтернĕ Н.Федоров. "Эпир хамăрăн аталанăвăн никĕсне хывнă. Малашне пахалăхлă аталану тапхăрне те тухма вăхăт. Пирĕн мĕн пуçланине вĕçне çитермелле. Çĕнĕ Чăваш Ен Раççей тата тĕнче шайĕнче те хăйне кăтартасса шанатăп. Çын ăнăçлăхĕ пирки шутласа, экономика тата культура енĕпе хутшăнусене лайăхлатса Чăваш Республикин позицине тĕнче шайĕнче çирĕплетмелле. Эпир малашлăха шанса тăратпăр. Пĕрле палăртнă тĕллевсем патне çитĕпĕр",_ тенĕ вăл. Президента саламласа Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕ С.Кириенко, Раççей Федерацийĕн информациллĕ технологисен тата çыхăну министрĕ Л.Рейман, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тата наука сферинчи федераллă надзор службин ертỹçи В.Болотов, Раççей Федерацийĕн Федераци Советĕнчи Чăваш Республикин представителĕ В.Слуц-кер, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, Мари Эл Республикин Президенчĕ Л.Маркелов, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов, Киров облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Н.Шакелин, Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ В.Шанцев кĕске сăмахпа тухса калаçнă. Патшалăх Канашĕн ХХVI сессийĕнче Раççей çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ В.Степанков, Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç министерствин çемье, амăшĕ тата ача-пăча медицинăпа социаллă проблемăсен департаменчĕн директорĕ О.Шарапова, Раççей Федерацийĕн Федераци Советĕнчи Чăваш Республикин представителĕ Л.Лебедев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем П.Семенов тата А.Броницын, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, федераллă органсен Чăваш Енри территориллĕ ĕç тăвакан учрежденисен ертỹçисем, район тата хула самоуправленийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава Н.Федорова Тăван çĕршывшăн ăнăçлă ĕçлеме пил панă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский çа-кăнпа ХХVI черетлĕ сесси хăйĕн ĕçне вĕçленине пĕлтернĕ.
"Каçал Ен"