Комсомольский муниципальный округ

ВĔРЕНТỹПЕ ВОСПИТАНИ ĔÇНЕ ЛАЙĂХЛАТАССИШĔН

Иртнĕ эрнекун районти культура çуртĕнче учительсен августри конференцийĕ пулса иртрĕ. Унта малтанах районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов вĕрентỹ ĕçĕнчи ỹсĕмсемпе çитменлĕхсем пирки доклад туса пачĕ. Ку номерте эпир ăна кĕскетсе пичетлетпĕр.

 

2001 çулта Раççейри вĕрентĕве 2010 çулччен модернизацилесси пирки концепци йышăннăччĕ.  Эпир вĕсемпе килĕшỹллĕн ĕçлетпĕр те. Хальхи вăхăтра е 1995_2004 çулсенче Раççейре вĕренекенсен шучĕ 13,2 процент чакрĕ. Кун пекех пулсан 2010 çул тĕлне çак цифра 36,4 процента çитет. Ку тĕлĕшпе пирĕн республикăра та, районта та ĕçсем аванах мар. Сăмахран, 1995 çулта республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче 202203 вĕренекен пулнă пулсан, 2004 çулта 186627 ача юлнă е вĕренекенсен йышĕ 16 процент сахалланнă. 1995 çулта районти шкулсенче 5202 ача вĕреннĕ, 2004 çулта вара -4535 ача. Кун пекех пулсан 2010 çул тĕлне районĕпе 3250 вĕренекен çеç юлать е 1995 çулпа танлаштарсан ачасен шучĕ 37,5 процент чакать. Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче халĕ 626, иккĕмĕшĕнче 560 ача, Асанкассинче 200 ача, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче 345 ача вĕренет. 2010 çулта вара Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче 341, иккĕмĕшĕнче 250, Асанкассинче 155, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче 170 вĕренекен юлмалла. Тукай Мишер вăтам шкулне кăна ытларах ача çỹрĕ. Халь унта 278 ача вĕренет, 2010 çулта вара вĕсен шучĕ 311 çитĕ. Урмаел, Хырай Ĕнел шкулĕсенче ачасем нумаях чакмĕç. Çакна шута илсе Раççей Федерацийĕн правительстви, каярахпа ЧР Министрсен Кабинечĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене реструктуризацилесси пирки постановленисем йышăннă. Пирĕн районта та 2002-2005 çулсенче 9 шкула реструктуризациленĕ: Хырхĕрри, Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр, Кивĕ Сĕнтĕр, Вăрманхĕрри Чурачăк, Тукай, Çĕнĕ Шăхран, Тутар Шурут, Дубовка шкулĕсем. Çапла вара халĕ районта вăтам шкулсем 16, тĕп шкулсем 14, 2010 çулта 10 вăтам шкул, 9 тĕп шкул, 3 пуçламăш шкул юлĕ. Кăçал Çĕнĕ Кипеç, Тутар Шурут, Тукай шкулĕсем хупăнчĕç. Вĕсем кивĕ шкулсем. Çавсен вырăнне Тукайра "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕн пушă ача садĕнче 3 класс, Çĕнĕ Кипеçре 2 класс пулать. Пурăна киле Хирти Мăнтăр, Анат Тимĕрчкасси, Аслă Чурачăк, Тăманлă Выçли, Хырай Ĕнел, Хирти Явăш вăтам шкулĕсене реструктуризацилĕç. Йăлмахва, Йỹç Шăхаль тĕп шкулĕсем пуçламăш шкулсем пулса юлĕç. Юлашки çулсенче вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăх бази чылай пуянланнă, шкулсене компьютерсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ шкулсенче 163 компьютер, 35 принтер, 18 сканер, мультимедиа проекторĕсем- 2, Интернета тухмалли спутник турилккисем- 7. Ачасене учебниксемпе тивĕçтересси те аван пулса пырать. Ку тĕлĕшпе пĕлтĕр ашшĕ-амă-шĕсен взносĕпе 408179 тенкĕлĕх, федераллă бюджет укçипе 102185 тенкĕлĕх, республика бюджечĕ панă укçапа 99415 тенкĕлĕх кĕнеке туяннă. Шкулсем иртнĕ вĕренỹ çулне начар мар вĕçленĕ. 3868 вĕренекенрен 1846-шĕ (47,7 процент) вĕренỹ çулне "4" тата "5" паллăсемпе пĕтернĕ. 2003 çулта ку кăтарту 47,6 процент пулнă. 41 выпускник вăтам шкула питĕ лайăх паллăсем-пе, 6 выпускник -Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи Александр Кузьмин, Екатерина Мясникова, Константин Перьев, пĕрремĕш вăтам шкулти Светлана Гаврилова, Зельфия Зейдуллина, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Татьяна Акчурина шкула ылтăн медальсемпе пĕтернĕ. 24 выпускник кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнчен 6 медалист, Комсомольски иккĕмĕш тата Урмаел шкулĕсенчен виçшер медалист, Комсомольски пĕрремĕш, Тăманлă Выçли, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсенчен икшер, Хирти Явăшран, Анат Тимĕрчкассинчен, Хирти Мăнтăртан, Нĕркеçрен пĕрер медалист тухнă. Çав вăхăтрах 26 ача вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайман, 10 ача тепĕр класа куçайман. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем 7 предметпа пĕрлĕхлĕ экзамен тытнă: математикăпа, вырăс чĕлхипе, биологипе, историпе, обществоведенипе, физикăпа, химипе. Математикăпа 429 выпускник экзамен тытнă, 58 вĕренекен "4" тата "5" паллăсем илнĕ. Ку енĕпе Кĕçĕн Çĕрпỹел, Нĕркеç, Комсомольски пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Обществоведенипе 74 выпускник экзамен тытнă, вĕренекенсен 91 проценчĕ "4" тата "5" паллăсем илнĕ. 37 вĕренекен физикăна суйласа илнĕ. Вĕсенчен 51,4 проценчĕн - "4" тата "5" паллăсем. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Мăрат, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕсенчи çамрăксем палăрнă. Урмаел, Хырай Ĕнел, Хырхĕрри вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем ку предмета начар пĕлни курăннă. Химипе 20, историпе 26 ача экзамен тытнă. Пирĕн кăтартусем (вырăс чĕлхисĕр пуçне) ытти предметсемпе республикăн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Чи пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе çулленех районта декабрь-март уйăхĕсенче тĕрлĕ предметсемпе олимпиадăсем иртеççĕ. Унта 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Кăçал 18 предметпа олимпиада иртнĕ. Кĕçĕн классенче (3_4-мĕшсенче) ăслăлăх вăййисем, 5-7-мĕш классем валли "Юные дарования" ятпа математика олимпиади пулнă. Районти олимпиадăсене 1125 вĕренекен хутшăннă. Ытти çулсенчи пекех, кунта Комсомольски пĕрремĕш (31 призер) тата иккĕмĕш (51 призер) шкулĕсенче вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Çавăн пекех Хырай Ĕнелĕнчи 22 ача, Тăманлă Выçлири, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи, Хирти Мăнтăрти 15-шер вĕренекен, Урмаелĕнчи- 11, Аслă Чурачăкри, Шурутри 10-шар вĕренекен, Нĕркеçри, Хырхĕрринчи 7-шер, Анат Тимĕрчкассинчи, Тукай Мишерĕнчи 4-шар, Асанкассинчи, Çĕнĕ Мăратри 3-шер, Хирти Явăш шку-лĕнчи пĕр вĕренекен малти вырăнсене йышăннă. Тĕп шкулсенчен Александровкăри 18 вĕренекен, Йỹç Шăхалĕнчи, Вăрманхĕрри Чурачăкри 7-шер ача, Кĕçĕн Каçалти, Йăлмахвари 6-шар ача, Дубовкăри 5 ача призерсем пулнă. Ытти шкулсенче вĕсем сахалрах. Районти олимпиадăсенче çĕнтернисем республикăри олимпиадăсене хутшăннă. Тутар чĕлхипе те 2 призер пур. Ку, паллах, питĕ савăнтарать, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Шкулсенче физкультурăпа спорт çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районта мĕнпурĕ 87 спорт сооруженийĕ. Вĕсенчен 18-шĕ- спортзал. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 481 çамрăк çăмăл атлетика тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕсене çỹрет. Кунта ЧР "Кĕрешỹ" чемпионне Влади-слав Иванова, Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухнă Ольга Денисовăна, республикăри ушу-саньдба енĕпе ăмăртса палăрнă Расык Зайнуллина асăнмалла. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсем хушшинче спартакиадăсем, тĕп шкулсенче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркеленĕ. Кунта уйрăмах Комсомольски иккĕмĕш, Тăманлă Выçли, Асанкасси, Нĕркеç, Александровка, Йăлмахва, Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕсенче вĕренекенсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Вĕсем республикăри вăйăсенче те 5-6-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Районти вĕренекенсен команди А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн спортпа техника тата çарпа çыхăннă республикăри I спартакиадăра 4-мĕш вырăн йышăннă. Республикăра 1999 çултанпа ЧР Президенчĕн кубокне çĕнсе илессипе шкул ачисен спартакиади иртет. Кăçал çак ăмăртусем 12 енĕпе иртнĕ. Пирĕн район команди 11 енĕпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. (Çак вăхăтра районти "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртнипе республикăна ку енĕпе команда тăратман). Шахматла выляса пĕрремĕш, сĕтелçи тенниспа саккăрмĕш, кире пуканĕн спорчĕпе саккăрмĕш, "Советская Чувашия" хаçат ирттерекен чупура вуннăмĕш, ирĕклĕ майпа кĕрешсе вунпĕрмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Районта "Сывлăх кунĕсем", çемьесен спорт уявĕсем ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Шкулсенче сывлăх сехечĕсем пулаççĕ, ирхи гимнастика тăваççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн вĕçĕнче районти вĕрентỹ системинче 1169 çын тăрăшнă. Вĕрентекенсенчен ытларахăшĕ-12 тата 13 разрядлă. 14 разрядлисем 56, 15 разрядлисем- 8, 16 разрядлисем- 2 педагог. Ỹсĕмсем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ. Вĕсем вĕрентекенсен тăрăшулăхĕнчен, ăсталăхĕнчен, тавракурăмĕнчен нумай килеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн итогĕсемпе Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче математикăна вĕрентекен Р.К.Ибрагимовăна "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ" ят пама тăратнă. Хирти Мăнтăр шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература учителĕ Н.А.Смирнова ĕçри ỹсĕмсемшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн грамотине тивĕçнĕ. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литература учителĕ Н.Я.Боровкова, Кивĕ Сĕнтĕр пуçламăш тата Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕсен директорĕсем И.А.Кузьмина, А.С.Терентьев, Тăманлă Выçлири физика учителĕ Н.А.Потапов, Тукай шкулĕнчи физкультура учителĕ А.А.Казаков, Хырай Ĕнел шкулĕн директорĕн çумĕ Н.В.Кузьмина, Асанкасси, Урмаел вăтам шкулĕсенчи Ю.М. Копташкин, Н.С.Сахров тата ыттисем те хисепе тивĕçлĕ. Часах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Вĕрентекенсен умĕнче питех те пысăк задачăсем тăраççĕ. Пирĕн тĕллев- вĕсене чыслăн пурнăçласси. Çавна май сире, хисеплĕ коллегăсем, район администрацийĕ, вĕрентỹ управленийĕ ячĕпе тата хам та "Пĕлỹ кунĕ" ячĕпе саламлатăп, йывăр та пархатарлă ĕçре çирĕп сывлăх, творчествăра ỹсĕмсем, вăй-хал, чăтăмлăх, тỹсĕмлĕх сунатăп.



"Каçал Ен"
31 августа 2005
00:00
Поделиться