ИЛЕМĔПЕ ТЕ, ТУХĂÇĔПЕ ТЕ САВĂНТАРЧĔÇ
Учительсен августри конференцийĕ пулнă кун çулленех районти культура çуртĕнчи фойере пахчаçимĕçпе улма-çырласен тата чечексен выставки иртет. Кăçал унта вăтам шкулсем хутшăнчĕç. Юмахри пек илемлетнĕ фойере мĕн кăна çук-ши! Уйрăмах пурне те шурутсен экспоначĕсем тыткăнларĕç. Арбуз, патиссон, виноград, дыня, вуншар тĕрлĕ помидор, хăяр, сухан, купăста тата ытти культурăсем те туса илеççĕ кунта. А.К.Алексеева вĕрентекен сăнав участокĕн ĕçне лайăх йĕркелесе пырать. Ачасене пахчара, садра ĕçлеме, тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерме вĕрентет. Фотостендсем те сăнав участокĕн ĕçне яр-уççăн кăтартаççĕ. Стенда тĕрленĕ питшăллисемпе илемлетнĕ. Тукаймишерсен экспончĕсем вара хăйне евĕрлĕ. Акă, сап-сарă темĕн пысăкăш кавăн. Унăн çỹçĕ те, куçĕсем те, сăмси-çăварĕ те пур. Теприн те çавах, анчах ăшне кăларса унта электролампочка вырнаçтарнă та вăл интереслĕ пулса тухнă. Кунтах "Титаник" "пăрахут" (кабачки) те пур. "Палуби" çине вара мĕнпур пахчаçимĕç ларнă. Чи малта "капитан". Çĕрулми- шапа, кăвакал, тимĕр шапа... Ытти пахчаçимĕçе те тĕрлĕрен тумлантарнă, вĕсем ытла та илĕртỹллĕ пулса тухнă. Кунта темĕн тĕрлĕ чечексем: пăхса ытараймăн. Сăнав участокĕн заведующийĕ Г.М.Багаутдинова тăрăшни куç умĕнчех. Асанкассисем барбарис, панулми, груша, йỹç кăшман, вуншар тĕрлĕ помидор, купăста, çĕрулми, хăяр тата ытти культурăсем те çитĕнтереççĕ. Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ Н.Г.Архипова ертсе пынипе ачасем темĕн те туса илеççĕ. Комсомольски пĕрремĕш шкулĕнче И.В.Лукина йĕркелесе пынипе тĕрлĕ культурăсене çул параççĕ. Айва, арали, манчжури мăйăрĕ, тархун, эстрагон, чапăр курăкĕ, эхинаддея, дыня евĕрлĕ кавăн... Чечексем, чечексем... шутласа та кăлараймăн, хĕрли, шурри, сарри... Çĕнĕмăратсен экспоначĕсем хушшинче Аня Николаева çĕленĕ кушаксем, упа çури, мулкач мăнаçлăн лараççĕ. Вĕсем выставкăна илем кỹреçĕ. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулта тухăçлă барбарис, хиртиявăшсем эмел курăкĕсем, урмаелсем йỹçĕ пăрăç, аслăчурачăксем баклажан, тĕрлĕрен хитре купăста, анаттимĕрчкассисем нимĕç пăрçи, тĕштырă, кĕçĕнçĕрпỹелсем слива евĕрлĕ çупкамлă помидор, хиртимăнтăрсем, нĕркеçсем хăяр, çĕрулми, панулми, хырайĕнелсем сивĕтичченех пулакан çĕр çырли тата ытти культурăсем çитĕнтереççĕ. Шкулсенчи сăнав участокĕсем çулленех тĕрлĕ сортлă тухăçлă культурăсем, улма-çырла пухса кĕртеççĕ, ытлашшине сутаççĕ, столовăйсенче апат-çимĕç пĕçернĕ, чей вĕретнĕ чухне усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен выставкăна лайăх йĕркеленĕ. Ятарлă комисси тукаймишерсем пĕрремĕш, шурутсем иккĕмĕш, Комсомольски пĕрремĕш тата Асанкасси вăтам шкулĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртрĕ. Пурте парнесем çĕнсе илчĕç.
"Каçал Ен"