ЕНТЕШ УЛАТĂР ÇЫННИСЕМ ÇИНЧЕН
Кăçал пирĕн ентешĕн, Кĕçĕн Каçалта çуралса ỹснĕ, халĕ Улатăрта пурăнакан А.К.Красновăн "Гордость земли Алатырской" кĕнекен иккĕ-мĕш пайĕ пичетленсе тухрĕ. Çак кĕнекене "Чувашия" издательствăра 1000 экземплярпа пичетлесе кăларнă. Кăларăма Улатăрта çуралнă паллă çынсене кĕртнĕ. Кунта академикран пуçласа тракторист таранах вуласа пĕлме пулать. Пĕр уйрăмĕнче "Россия" колхоз председателĕнче ĕçленĕ А.М.Краснов çинчен те çырса кăтартнă. Вăл Улатăр вырăсĕ, пирĕн района 25 пин шучĕпе килнĕ, тивĕçлĕ канăва кайичченех "Россия" колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Çак вăхăтра вăйсăрланнă колхоз тĕрекленсе çирĕпленчĕ, районта тата республикăра малтисен ретĕнче пулчĕ. Кĕнеке таврапĕлỹçĕсемшĕн, историпе интересленекенсемшĕн лайăх. Çак ятпах А.К.Краснов тата икĕ кĕнеке хатĕрленĕ. Часах вĕсем те кун çути курмалла.
"Каçал Ен"