Комсомольский муниципальный округ

КАНДИДАТСЕНЕ ТĂРАТАССИ ВĔÇЛЕНЧĔ

Район пуçлăхне, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, депутачĕсене суйлама кандидатсем тăратмалли тапхăр вĕçленчĕ. Халĕ территориллĕ суйлав комиссийĕнче вĕсене регистрацилессипе хĕрỹ ĕç пырать. Ĕçĕ вара чăннипех те нумай. Акă, район пуçлăхне суйланма паян тăватă кандидатăн докуменчĕсем пур. Вĕсем: район админстрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, "Стройсервис" ЗАОн генеральнăй директорĕ Ф.Р.Рахимзянов, "Резерв" ОООн директорĕн заместителĕ А.А. Степанов, "Алга" кооперативăн председателĕн заместителĕ И.З.Пахалов. Комисси сентябрĕн 5-мĕшĕнче Г.Ф.Волковăн кандидатурине регистрацилерĕ. Пĕтĕм документсене тăратса пĕтерсен комисси çывăх вăхăтрах ытти кандидатсем пирки те ыйту пăхса тухĕ. Район депутачĕсен Пухăвне депутатсем 17 округпа суйланаççĕ е 17 депутат пулать. Çак округсемпе пурĕ 48 кандидат тăратнă. Акă, Урмаелĕнчи икĕ округран та тăватшар кандидат. Хирти Сĕнтĕр суйлав округĕпе те территориллĕ комисси тăватă кандидат регистрациленĕ. Ытти округсенче икшер-виçшер кандидат район депутачĕн тивĕçне пурнăçлама суйланасшăн. Суйлавçăсен вуникĕ ял поселенийĕн пуçлăхне суйламалла. Суйлав комиссине 52 çынран документсем килнĕ е Эльпуç ял администрацийĕн территорийĕнче вунпĕрĕн ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулассишĕн кĕрешĕве тухнă. Комсомольски ял администраци-йĕпе те суйлав бюллетенĕнче вĕсем тăххăрăн пулаççĕ. Тукай ял администрацийĕпе ултă кандидат регистрациленĕ, Шурутпа - пилĕк кандидат. Тăватă ял администрацийĕпе ял поселенийĕн пуçлăхне суйланма икшер, виççĕшĕпе виçшер кандидат тăратнă. Ял поселенийĕсене 161 депутат суйламалла. Кандидатсене тăратмалли тапхăр вĕçленнĕ тĕле 335 кандидат пур е кашни округпа икшер кандидат, вунпĕр округра виçшер кандидат. Çак вăхăт тĕлне 255-не регистрациленĕ. Комисси çитес вăхăтрах Хирти Сĕнтĕр, Тукай, Урмаел ял поселенийĕсен депутачĕсен кандидачĕсене те регистрацилес ыйтăва пăхса тухать. Çапла вара октябрĕн 16-мĕшĕнче, суйлав кунĕнче районти кашни суйлавçă тăватшар бюллетень илет.


"Каçал Ен"
07 сентября 2005
00:00
Поделиться