ÇĔНТЕРỸ ХЫÇÇĂН ÇĔНТЕРỸ
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсен(1992-1993 çулсенчи ачасем) "Орбита" команди республикăри футбол чемпионатĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. А.Мамуткин тĕп тренер хăйĕн воспитанникĕсене кунран-кун ăсталăха вĕрентет, çавăнпа футбол площадкинче вĕсен пултарулăхĕ, хăвăртлăхĕ, çивĕчлĕхĕ ỹсет. Нумаях пулмасть вĕсем хамăр районти стадионра Канаш районĕн "Локомотив" командине 5:2 шутпа çĕнтернĕччĕ. Сентябрĕн 4-мĕшĕнче вара Вăрмар районĕн çамрăк футболисчĕсемпе тĕл пулчĕç. Малтанхи таймра вăрмарсем пирĕн футболистсен хапхине 2 мечĕк тапса кĕртрĕç пулсан та комсомольскисем шанăçа çухатмарĕç. Вăйă 3:2 шутпа "Орбита" команда çĕнтернипе вĕçленчĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче вара пирĕн футболистсем Вăрнар районĕнче хăнара пулчĕç. Кунта çак районăн футболисчĕсемпе "Химик-2" командăпа тĕл пулчĕç. Вăйă 9:0 шутпа "Орбита" команда çĕнтернипе вĕçленчĕ. Каласа хăвармалла: спортсменсене Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ А.С. Терентьев нумай пулăшни те çĕнтерỹ хыççăн çĕнтерỹ тума пулăшать. Инçе çула тухма шкул автобусĕ те яланах хатĕр.
"Каçал Ен"