ЧЕРЕТЛĔ КОНФЕРЕНЦИ
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче районти инвалидсен организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Организацин ĕçĕ-хĕлĕпе, инвалидсен пурнăçне çутатса инвалидсен районти организацийĕн председателĕ В.И.Бормотин доклад туса пачĕ. Отчетлă доклада сỹтсе явма чылайăн хутшăнчĕç. Конференци ĕçне республикăри инвалидсен организацийĕн председателĕ М.П.Кузьминых, унăн заместителĕ Г.Я. Яковлев, специалисчĕ О.В.Козлова хутшăнчĕç. Район администрацийĕн представителĕсем те- аптека заведующийĕ Л.В.Васильева, районти пенси фончĕн ертỹ-çин çумĕ И.Г.Белобаева, социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕн заместителĕ Н.Н.Галзанова конференцире тухса калаçрĕç, инвалид-делегатсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç. Инвалидсем хушшинче чылайăшĕ- вăрçă ветеранĕ. Вĕсем те хăйсен пурнăç условийĕсене çăмăллатас пирки чылай ыйту хускатрĕç. Конференци пĕр саслă пулса районти инвалидсен организацийĕн председателĕ пулма Любовь Николаевна Швецовăна суйларĕ.
"Каçал Ен"