Комсомольский муниципальный округ

МĔНЛЕ ПУРĂНАТĂН, "ЛЕЙСАН"

Пире, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче- яслисемпе садиксенче- ĕçлекенсене, çĕршывăн чи çамрăк гражданинĕсене пурнăçра пирвайхи тĕрĕс утăмсем тума хатĕрлеме шаннă. Çавăнпа яваплăхĕ тивĕçсĕр пысăк, çирĕп ыйтаççĕ пиртен. Акă, врач йăнăшĕ çийĕнчех курăнать, çиеле тухать, педагог-воспитателĕн ĕçĕнчи çитменлĕхсем, шăйрăксем вара çулсем иртнĕ май кăна асăрханаççĕ. Вĕсене тỹрлетме çăмăл мар, тепĕр чухне, вăраха кайнипе, тỹрлетейместĕн те. Çавăнпа ĕнтĕ ачана мĕн пĕчĕкрен тĕнчери пулăмсен пĕлтерĕшне ăнлантарса пани, пурнăçри хутшăнусем патне тĕрĕс утăмсемпе уттарни кирлĕ. Урмаелĕнчи "Лейсан" ача садĕнче вăй хуракансем çакна лайăх ăнланаççĕ, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Воспитателе ачасем амăшĕ вырăнне хурса йышăнмалла. Пирĕн вара ун пек воспитательсем пур. Акă, Гузелия Миназетдиновăпа Флиза Амерхановăна илер. Вĕсемшĕн садике çỹрекен ачасем хăйсен ачисем пекех. Куçран вĕçертмесĕр пăхаççĕ çак воспитательсем садик ачисене. Ырă кăмăл, чун ăшши парнелеççĕ. Вăхăтран вăхăта пирĕн воспитательсем Шупашкарти учительсен пĕлĕвне ỹстермелли институтра пулаççĕ, малашне тата пултаруллăрах ĕçлеме вăй-хăват пуçтарса килеççĕ, професси шайне ỹстереççĕ. Ача садĕнче эпир пурте тулли те тĕллевлĕ пурнăçпа пурăнма тăрăшатпăр. Ачасене пирĕн тăван çĕршывăн, республикăн, районăн, ялăн историйĕпе, культура аталанă-вĕпе кăна мар, тĕн йĕркисемпе те паллаштаратпăр. Эпир ашшĕ-амăшĕсемпе калаçса татăлса, ача сачĕн уставне улăштарса пĕр пункт кĕртме шутларăмăр. Мĕншĕн тесен кашни çын тĕн никĕсне, унăн аталанăвне, малашлăхне мĕн ачаран пуçласа туйтăр. Пирĕн пуçарăва ашшĕ-амăшĕсем те хапăл тусах йышăнчĕç. Акă, пĕррехинче ачан ашшĕ пĕр ученăйран: "Ачапа миçе çулта воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлеме пуçламалла",- тесе ыйтнă. Ученăй: "Сирĕн ачăр миçере?", "Пĕр эрне кăна-ха",- хуравланă ашшĕ. "Эсир шăпах пĕр эрне кая юлнă",-тесе пĕлтернĕ ачан ашшĕне ученăй. "Лейсан" ача сачĕ 17 çул ĕçлет. Ун пурнăçĕнче чи пахи- ачасен йышĕ ỹссе пыни. Нумаях пулмасть-ха кунта 90 ача çỹретчĕ. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен тата 30 ача хутшăнчĕ. Ялта садике çỹремелли ачасем татах та пур. Ача сачĕ тирпей-илем, çĕнĕрен те çĕнĕ вăй илесси район администрацийĕ пулăшнипе пулса пырать, ача садне тĕпрен юсанинче те унăн тỹпи пысăк. Кăçал ача садĕнче изостуди ĕçлеме пуçлать. Ăна Гузелия Миназетдинова ертсе пырать. Фитобар та пулĕ, вăл ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшмалла. Садик коллективĕнче кăçалтан икĕ медсестра ĕçлеме тытăнать. Пире ашшĕ-амăшĕ те сахал мар пулăшать. Эпĕ В.Мифтахутдинова, И.Ямалетдинова, Р.Медведева, М.Сулейманова, И.Шакурова, Ф.Хайрутдинова, Р.Ибниаминова, И.Адеева, М.Зайнуллина район хаçачĕ урлă тав тăватăп. Çавăн пек пулăшакансем нумайланса пырасса шансах тăратăп. Пирĕн патăрта хăнасем час-час пулаççĕ. Акă, нумаях пулмасть республикăри Культура министерствинчен те ача са-дĕнче хăнасем пулчĕç. Министр заместителĕ М.Н.Краснов ача сачĕн коллективĕпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулчĕ. Çак статьяна унăн сăмахĕсемпе вĕçлетĕп: "Ачасем- савăнăç, пуласлăх. Эпир пурте вĕсемшĕн яваплă. Ачалăх çав тери кĕске, пурнăç çулĕ вара çав тери вăрăм. Çавăнпа çитĕ-некен ăрăва аталанса пыма пур майсем те туса памалла". 


"Каçал Ен"
10 сентября 2005
00:00
Поделиться