Комсомольский муниципальный округ

"Вакыт" хаçата- министр парни

Çак кунсенче Патăръел, Шăмăрша, Комсомольски районĕсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче Чăваш Республикинче мăсăльмансен тĕп тĕн центрĕ йĕркеленĕ уяв мероприятийĕсем пыраççĕ. Комсомольски районон Урмаелĕнчи иккĕмĕш мечет уçăлнă ятпа иртнĕ савăнăçлă уявра ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.С.Краснов республикăри тутарсен "Вакыт" хаçатне (Хальхи вăхăтра вăл Комсомольскинче тухать) цифра фотоаппарачĕ парнелерĕ. Паллах, редакци ĕçченĕсемшĕн кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ парне ку .


"Хыпар"
15 сентября 2005
00:00
Поделиться