Библиотекарь яланах шыравра
Ялти библиотекарĕн ĕçĕ кĕнекепе çыхăннă, кĕнекепе ĕçлесси çав вăхăтрах вăл халăхпа ĕçлени те пулать. Халăхпа ĕçлесси мĕнлерех кăткăссине çынпа ĕçлесе курни çеç ăнланать. Хальхи саманара библиотекарĕн мĕнле пулмалла-ха( Хăйĕн ĕçне тарăннăн пĕлмелле, ырă кăмăллă, канăçсăр чĕреллĕ, тĕплĕн шухăшлакан çын кирлĕ. Çакăн пек библиотекаре ачасем те, çитĕннисем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Çиелтен пăхсан, библиотекăра ĕçлекенсен ĕçĕ ытла куçа курăнсах та каймасть. Пĕр-пĕр мероприяти ирттерме тăрсан методика материалĕсемпе, сценарисемпе çеç çырлахма çук вĕт-ха. Аудиторине интереслентерекен темăсем суйласа илмелле. Литература каçĕсене, тĕрлĕ уявсене, ыркăмăллăх эрнисене, библиографипе-библиотека эрнисене ирттересси яваплă та кăткăс ĕç. Хальхи вăхăтра вулаканăн кĕнекепе интересленесси чакса пыни сисĕнет. Чылайăшĕ телевизор, магнитофон, компьютер енне ытларах туртăнаççĕ. Мĕнлерех пулмалла-ха çакăн пек чух? Кунта хатĕр рецепт никам та пама пултараймасть. Çапах та çулсерен ĕçлесе пухнă пĕлỹпе, опытпа усă курса, яланах çĕннине шыраса, тĕп библиотека системинче ĕçлекенсене хавхалантарса пырса паянхи кун пурнăçпа тан утатпăр. Вулакансен йышĕ те, информаци çыхăнăвĕ те çĕнелет, аталанать. Эпир çак тĕллевпе ĕçлетпĕр: çынсене хисеплесси, хамăр тавракурăма ỹстересси, сăмахпа ĕç пĕр килни. Çаксене пурнăçласа пырсан çеç ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пулать. Вулакансемпе час-часах тĕл пулса калаçни, вĕсен нушине ăнланни, интересĕсене хỹтĕлени, вĕсене итлеме тата калаçма пĕлни _ библиотекарĕн чи паха енĕсем. Çакăн пек ырă енсене эпир пирĕн çумра ĕçлесе тивĕçнĕ аслă юлташсенчен вĕренсе пыратпăр. Вĕсен тĕслĕхĕ пире пулăшса, вăй парса пырать. Библиотека историйĕн альбомне уçатăп та, ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ ветерансем куç умне тухса тăраççĕ. Акă, Эльпуç, Хырхĕрри ял библиотекисенче тăрăшнă Г.П.Агафонова, Е.Г.Саландаева ĕçтешсем еплерех ырă сĕнỹсемпе пулăшатчĕç. Ĕç условийĕ хальхи вăхăтринчен чылай йывăртарах пулнă пулин те, хăйсен ĕçне юратса тăватчĕç. Халăх хушшинче вĕсен ырă ячĕ халĕ те упранать. Тĕп библиотекăра 1978_1994 çулсенче _ директорта, каярах методика пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ С.П.Кисапован идейăлла шухăшĕсем, тĕрлĕрен ырă сĕнĕвĕсем, библиотека ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем, вăл ватăсемпе те çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлни, хăйĕн ĕçне чунтан парăнни пирĕн куç умĕнчеччĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекен, пурне те пĕлекен, вулакансемпе ăшă кăмăлпа, йăлтăр кулăпа савăнтаракан ĕçчен пуласчĕ тесе тĕллев лартаттăмăр. Вулав çурчĕн пуçлăхĕнчен пуçласа методикăпа-библиографи уйрăмĕн тĕп библиографĕнче вăй хунă И.М. Федорован ĕçри пуçарулăхĕ вулакансен, ĕçтешсен асăнчех. Аслă ăру пире çул уçса панă. Пирĕн çынсене савăнăç кỹмелле. Ырă та ăшă кăмăллă библиотекарь анчах вулаканăн пурнăçĕнче йĕр хăварать, унăн асĕнче юлать, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Библиотекăпа тата кĕнекепе туслă вулакан çеç ăслă, ырă кăмăллă, таса чунлă çын пулма пултарать. Çавăнпа библиотекарь яланах çĕннине шырать, яланах шыравра.
"Каçал Ен"